Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва гаишникӗсенчен тараймастăн

Пăвари ГИБДД ӗçченӗсем малти чӳречисене тӗттӗм тонировкăпа витнӗ ВАЗ-2112 машинăна чарма шутланă. Анчах та чарăнма хушсан, асăннă машина водителӗ вӗсенчен тарма хăтланать. Çул-йӗр инспекторӗсем ăна хăвалама тытăнаççӗ.

Полицейскисенчен тарнă вăхăтра ВАЗ-2112 водителӗ пысăк хăвăртлăхпа пырса темиçе хутчен çул йӗркисене пăснă. Хуларан тухсан çав машина сасартăк чарăнса ларать. Пӗр автоинспектор автомобиль умне тăрать, тепри сулахай енчен водитель алăкне уçма хăтланать. Анчах нарушитель шалта питӗрӗнсе ларнă та машини хускалсан чутах инспектора таптаса каймасăр тапранса каять. Йӗрке хуралçи машина кустăрмисенчен персе ӗлкӗрет. Анчах шăтăк кустăрмапа та тонировкăллă машина полицейскисенчен тарать. Ăна пурпӗр йӗрлесе тытаççӗ. Водителе тытса чараççӗ. Унăн машинапа çӳреме ирӗк те пулман иккен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев