Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗ мобилизациленнӗ ентешӗсем валли пулăшу хатӗрӗсем ярса парать

Мобилизаци пуçланнăранпа салтаксем валли пăвасем пурӗ 9 тонна тиев ăсатнă ӗнтӗ.

Çак ăсату шутпа виççӗмӗш. Кунта лере мӗн ыйтнипе тивӗçтерме тăрăшаççӗ. Мобилизациленнӗ ентешӗсене валли бензопăчкăсем, пуртăсем, балаклавăсем, апат-çимӗç, харпăр гигиена хатӗрӗсем, çав шутра япала çумалли порошоксемпе супăнь, макарон, тушенка, хăвăрт ӗлкӗрекен яшкасем, пăтăсем, шоколад канфечӗсем тата ытти те пуçтарнă. Çавăн пекех ятарлă çар операцийӗ иртекен вырăна виçӗ УАЗ, пӗр ВАЗ 2107 автомобильсем килсе çитӗç. Çула тухас умӗн гуманитари пулăшăвӗ пухакан пункта район пуçлăхӗ Ранис Камартдинов килнӗ. Вăл вăрçа каймалли виçӗ УАЗ-сенчен пӗрне тӗрӗслесе пăхнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев