Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗнчи Канавкассинче çуралса ӳснӗ писатель Анатолий Нуждин Юркин йăхӗнчен

10 çул каялла кăна пурнăç тăршшӗпе вӗренме ăнтăлнă, кӗнеке вулама юратакан ӗç ветеранӗ, пысăк тавракурăмлă чăваш арӗ хăйӗн пурнăçне çыру ӗçӗпе çыхăнтарасси пирки шутлама та пултарайман. Шăпа ăна Сăр районӗнчи Архангельски ялӗн музейӗнче иртнӗ чăваш чӗлхипе культура кунӗнче (ирттерекенӗсем – Зинаидăпа Сергей Портновсем) облаçри пӗртен-пӗр чăваш хаçачӗн тӗп редакторӗпе Елена Мустаевăпа паллаштарнă.  Халӗ ӗнтӗ Анатолий Нуждин 6 кӗнеке авторӗ.

Нумай пулмасть Ульяновск хулинче чăваш литературин анинче тарăн йӗр хăварма ӗлкӗрнӗ шурсухалăн Анатолий Нуждинăн «Пурнăç тӳпинчен» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ.  
Пуян сăмахлă, мӗнпурне чӗри витӗр кăларакан çын кăна тарăн шухăшлă кӗске калавсем çырма, вӗсем урлă иртнӗ пурнăçа тарăннăн кăтартса пама пултарать. Çавсенчен пӗри çырав ӗçӗнче ăнăçлă ӗçсемпе палăрнă Анатолий Нуждин-Уфаркин.

Анатолий Михайлович Майна районӗнчи Чуппаравра пурăнать. Ульяновск облаçӗнчи Сăр районӗнче колхоз председателӗнче нумай çул тăрăшнă вăл. Çуралма Канавкасси ялӗнче (Тутарстанри Пăва районӗ) çуралнă.
10 çул каялла кăна пурнăç тăршшӗпе вӗренме ăнтăлнă, кӗнеке вулама юратакан ӗç ветеранӗ, пысăк тавракурăмлă чăваш арӗ хăйӗн пурнăçне çыру ӗçӗпе çыхăнтарасси пирки шутлама та пултарайман. Шăпа ăна Сăр районӗнчи Архангельски ялӗн музейӗнче иртнӗ чăваш чӗлхипе культура кунӗнче (ирттерекенӗсем – Зинаидăпа Сергей Портновсем) облаçри пӗртен-пӗр чăваш хаçачӗн тӗп редакторӗпе Елена Мустаевăпа паллаштарнă.
 Халӗ ӗнтӗ Анатолий Нуждин 6 кӗнеке авторӗ. Редакци пулăшнипе  Анатолий Нуждин регионти «Шевле» чăваш çыравçисен пӗрлешӗвӗн, автономи ӗçтăвкомӗн, «Буревестник» клуб пайташӗсемпе паллашать, çакăншăн чунтан савăнать. Çунат хушнипе хавхаланса кӗнеке хыççăн кӗнеке кăларать. Кӗске хушăрах алăпа çырса хатӗрленӗ ӗçӗсем темиçе кăларăмпа тухмалăх та пур.
– Анатолий Михайлович – самана хайлавçи, прозаик, таврапӗлӳçӗ, чăвашла та вырăсла çыракан писатель, публицист, историк, тишкерӳçӗ, хăйӗн нацине чунӗпе парăннă çын. Эпӗ те ун çинчен çырнă очерка «Çын пулнинчен çӳллӗрех пархатар пур-ши?» кӗнеке ярăмне кӗртрӗм. Анатолий Нуждин хăйӗн ентешӗн, тăванӗн Иван Юркинăн пурнăçӗпе пултарулăхне нумай тӗпчет, пысăк ӗмӗтсемпе пурăнать. Пӳркелӗнче И.Н.Юркин музейӗнче пулса килнӗ хыççăн эпӗ экспонатсем, стендсем хушшинче тата тепӗр кӗтес куратăп – Анатолий Нуждинпа паллаштаракан информаци. Ентешӗсем Тăхăрьял тăрăхӗнчен тата тепӗр паллă çын тухнине пӗлччӗр, – терӗ Александр Богатов юлташне, тăванне ăнăçу сунса.
Чăвашкассинче пурăнакан хисеплӗ таврапӗлӳçӗ Василий Селендеев  авторăн «Пурнăç тӳпинчен» кӗнекине тишкерсе, тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ.
– Кунта кӗнӗ 25 калав пурӗ те 158 страница çеç йышăнать. Пӗчӗк мăйăрăн тӗшши тутлă тенӗ. Кӗске хайлавсем çырма пысăк ăсталăх кирлӗ.  Сахал сăмахпах нумай-мӗн çинчен калама пулать. Çăмăл вуланакан, пур шухăш-туйăма хускатакан хайлавсенче ял çыннисен иртнӗ пурнăçӗ сăнарланнă. Ачалăх, яшлăх вăхăтне аса илтереççӗ, шухăша яраççӗ. Анатолий Михайлович халăх чӗлхипе (сăмахлăхӗпе: ваттисен каларăшӗсемпе, тупмалли юмахсемпе) усă курса илемлӗ çыракан çын. Пӳркел-Канав чăвашне çырав ӗçне малалла тăсма ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, ăнăçу сунатăп, – терӗ Василий Алексеевич.
Çӗнӗ хулара пурăнакан шевлеçӗ тата «Сăрнай» юрă ансамблӗн солистки Мария Уткина Анатолий Нуждин кӗнекин хăтлавне илем кӳрсе  хăйӗн сăввисене вуларӗ, юрăсем юрларӗ.
Пăва районӗнчен сумлă хăнасем килсе çитни Анатолий Михайловичшăн чăн парне пулчӗ. Пӳркелӗнчи Иван Юркин ячӗллӗ музей управçисем Нинăпа Анатолий Малышевсем паллă ентешӗн кӗнекин хăтлавӗнчен юлма пултарайман – пит хисеплеççӗ, сума сăваççӗ вӗсем ăна.  
– Çăмăл мар çулпа утса тухрӗ 82 çулхи юлташ: кӗтӳçрен, шахтертан агрономпа колхоз председателӗ таран. Хăйӗн вăрăм та пуян пурнăçӗнчи чунне пыракан тепӗр ӗç вăл тивӗçлӗ канăва кайсан тупрӗ. Эпӗ аташăм кӗнекисене вуласа савăнатăп, унăн пултарулăх ӗçӗнчи ăнăçăвӗсемпе мухтанатăп, – терӗ ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, паллă çыравçă-сăвăç, нумай кӗнеке авторӗ, Иван Юркин музейӗн директорӗ Анатолий Меркурьевич Малышев.
– Иван Юркин хăй пурăннă чухне типографи уçма ӗмӗтленнӗ. Шел, ӗмӗтне пурнăçа кӗртеймен. Паян эпир хамăр вăйпа «Тăхăрьял» альманах кăларатпăр. ТР Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче 18-мӗш номер кун çути курчӗ. Эпир Анатолий Михайловичпа тата Иван Николаевичпа пӗр йăхран. Юркин хăй ӗмӗрӗнче 80 том ӗç çырса хăварнă (пӗр лава кӗмест), шкулта 10-мӗш классем унăн хайлавӗсене вӗренеççӗ. Малашне Анатолий Нуждина паллă тăхăмӗн ӗçне малалла тăсма вăй-хал, хавхалану сунатăп, – терӗ Нина Андреевна Малышева мăшăрӗн салам сăмахӗсем çумне хутшăнса.
Нина Назарова, Антонина Белова, Елена Аксупи тата ытти хăнасем уяв хуçи ячӗпе ăшă сăмахсем нумай каларӗç.
Анатолий Михайлович хăйне, кӗнекине чыслама пухăннă шанчăклă тусӗсене тав турӗ, малашне те ӗçлес кăмăлӗ пуррине, хатӗр материалсем нумаййине, куçӗнче хӗлхем вылянă чухне тăван халăхшăн тăрăшма хатӗррине пӗлтерчӗ.

Елена АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество

2
X