Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвара шкул ачисем «Сувар» хаçат кубокӗшӗн тупăшӗç

Турнира йӗркелекенсем чи лайăх вылякана, голкипера, нападающине ятарлă парнесем хатӗрленӗ. Унсăр пуçне «Чи илемлӗ голшăн» номинаципе парăнакан Грамота та пур.

Июнӗн 1-мӗшӗнче йăла тăрăх, Пăва хулинчи В.Трусенев ячӗллӗ Тӗп стадионра «Сувар» хаçат кубокӗшӗн регионсем хушшинчи футбол турнирӗ иртет. Хальхинче унта 2007-2008 çулта çуралнă шкул ачисем хутшăнаççӗ. Пăва районӗн администрацийӗ, Пăвасен ентешлӗхӗ, Пăва районӗнчи ЧНКЦ йӗркелеме пулăшнă турнира Халăхсем хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă. Ирхине 10 сехетре Пăвана Чăваш Республикин, Ульяновск облаçӗн, Тутарстанри районсен, Пăва районӗнчи ялсенчен футбол командисем килсе çитӗç. Ăмăрту вăраха тăсăлнине кура, ачасене валли вӗри апат хатӗрлеççӗ. Турнира йӗркелекенсем чи лайăх вылякана, голкипера, нападающине ятарлă парнесем хатӗрленӗ. Унсăр пуçне «Чи илемлӗ голшăн» номинаципе парăнакан Грамота та пур.

Çамрăк спортсменсене ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев