Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвасен ентешлӗхӗ республикăра чи лайăххи пулса тăнă

Мӗншӗн тесен ҫак пӗрлешӳре чӑваш уйрӑмӗ те хастар ӗҫлет

2019 çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстанри ентешлӗхсен хушшинче Пăва пӗрлӗхӗ чи лайăххи пулса тăнă. Пурӗ конкурсра 23 ентешлӗх хутшăннă. Çӗнтерӳçе çур миллион тенкӗ парса хавхалантарнă.

«Ăнăçлă пулма пире тăван çӗршыва юратни, хамăр çуралнă ялсене, шкулсене, учительсене юратни пулăшать. Айккинчен пăхса тăрас мар, ентешсемпе пӗрле пулас килни, пулăшас туртăм та хавхалантарать пире», – тенӗ Пăва ентешлӗхӗн президенчӗ Ирек Закиров.

Иккӗмӗш вырăна «Актаныш» тата «Элкел районӗн Ентешлӗхӗ» пайланă. Вӗсен 300 пин тенке те пайлама тивнӗ. Çавăн пекех виççӗмӗш вырăн йышăнакан нурлатсем, апассем, çӳльтусем 200 пин тенке пӗр-пӗрин хушшинче пайлӗç.

Конкурса ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен Канашӗ йӗркелесе ирттерет. Унăн ертӳçин Экзам Губайдуллинăн сăмахӗсемпе, Хусанта 38 ентешлӗх ӗçлет, Çырчаллинче – 34. Вӗсем муниципаллă районсемпе ялсенчен тухнă ентешӗсене патшалăх влаç органӗсемпе хутшăнма пулăшаççӗ. Районсенче, ялсенче нумай мероприятисем ирттереççӗ, масарсене тирпейлес ӗçе хутшăнаççӗ, асăну хăмисене вырнаçтараççӗ, хăйсен ентешӗсемпе, çамрăксемпе тӗлпулаççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев