Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Павел Назаров фермер: «Кăмăлтанах ӗçлетӗп»

Паянхи кун тӗлне Назаровăн ферминче сăвăнакан ӗне 8 çеç-ха, çывăх вăхăтра 40 пуçа çитересшӗн.

Аксу районӗнчи Васильевка ялӗнче пурăнакан Павел Назаров фермер пуличчен районти предприятисенче те, тăван ялтан аяккарах та ӗçлесе курнă. Шкул пӗтерсен салтака кайса килнӗ, çемье çавăрсан мăшăрӗпе пӗрле Самар облаçӗнчи заводра тăрăшнă. Анчах та тăван ен тăван енех çав – ялах таврăнас килнӗ Павел Давыдовичăн. Куçса килнӗ те колхоза тракторист пулса ӗçе вырнаçнă. Районти ялсене газ кӗртнӗ çӗрте тăрăшнă, МСОра, «Сельхозхими» предприятире водитель пулса ӗçленӗ. Унтан пурнăçне тӗпренех улăштарма шухăшланă – хăйшӗн хăй ӗçлесе пăхас тенӗ.
Малтанхи вăхăтра килти хуçалăха пысăклатнă. Фермер пек ӗçлеме тытăнни пит нумай та мар-ха – икӗ çул кăна.
– Эпир ялта çуралса ӳснӗ. Ял ачи каникулта та канайманнине пурте пӗлеççӗ. Вӗренӳ çулӗ вӗçленнӗ-вӗçленмен трактор отрядне вӗçтереттӗмӗрччӗ: комбайнпа та ӗçленӗ, аслисене выльăх апачӗ хатӗрлеме, хирти тухăçа пухса кӗртме пулăшнă. Хресчен ӗçӗ мана нихăçан та хăратман, кăмăлтанах ӗçлетӗп яланах, – каласа парать Павел Назаров.
Пӗлтӗрхи февраль уйăхӗнче «Ӗç пуçлакан фермер» программăпа ферма тума тата выльăх туянма 5 миллион тенкӗлӗх грант выляса илнӗ. Ноябрьте выльăх-чӗрлӗх валли корпус тума пуçланă та декабрӗн 17-мӗшӗ тӗлне туса та пӗтернӗ. Выльăха усрама кирлӗ условисем кунта пӗтӗмпех пур, шыв та кӗртнӗ.

Хальлӗхе электроçутă кăна кӗртсе ӗлкӗреймен-ха, генераторпа усă кураççӗ.
Фермер грант укçипе пушмак пăрусем те туяннă. Паянхи кун тӗлне Назаровăн ферминче сăвăнакан ӗне 8 çеç-ха, çывăх вăхăтра 40 пуçа çитересшӗн. 140 гектар çӗр çинче фермер тӗш тырă та, выльăх апачӗ валли курăк та ӳстерет. Фермерăн çӗр ӗçне тума пӗтӗм кирлӗ техники пур. Çитес çул валли сӗтеклӗ апат – сенаж та хатӗрлесшӗн.
Планӗсем пысăк П.Назаровăн. Ӗçре ăна мăшăрӗ Оксана Петровна пулăшса пырать. Ывăлӗсем те хуларан килсе пулăшсах тăраççӗ. Ӗçлеме ӳркенмен, ял хуçалăх ӗçне тӗплӗн пӗлекенскерсен ӗçӗ ăнасси пирки иккӗленмелли çук. («Сельская новь» хаçат сăнӳкерчӗкӗ)

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство