Пăхăрçăра «Эпир маттур ачасем» конкурс-вăйă иртрӗ
Чăвашла калаçма тата культурăпа йăла-йӗркене мӗнле пӗлнине кăтартмаллаччӗ.
Ӗнер, апрелӗн 16-мӗшӗнче, Теччӗ районӗнчи Пăхăрçă ялӗн шкулӗнче районти чăваш чӗлхипе литература учителӗсен семинарӗн шайӗнче «Эпир маттур ачасем» вăйă-конкурс та иртнӗ. Ăна Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне тата чăваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунӗпе Чăваш чӗлхи кунне халалланă. Мероприяти çаплах «Молодежь и дети» наци проекчӗн «Все лучшее детям» подпроекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ.

Конкурс условийӗсемпе районти чăваш шкулӗсен вӗренекенӗсем чăваш чӗлхине, культурипе йăли-йӗркине мӗнле пӗлнине кăтартмалла пулнă. 4 командăна пайланса тупăшнă хыççăн пӗрремӗш вырăна Çармăс, 2-мӗш вырăна Пăхăрçăпа Аслă Ăнă, 3-мӗш вырăна Кăнна Кушки ачисем çӗнсе илнӗ. Вăйă-конкурса шкулта тăван чӗлхене вӗрентекен Галина Александровна Тимрюковăпа кӗçӗн классен учителӗ Ирина Николаевна Трофимова питӗ интереслӗ йӗркелесе ертсе пынине пӗлтерет Пăхăрçă ял хутлăхӗн секретарӗ, Чăваш Чакăлтăмӗнчи «Пилеш» ансамбль ертӳçи Луиза Степановна Семенова.
Шкул фоййинче курав (унпа Альбина Петровна Алмазова тӗплӗн паллаштарнă) тата икӗ мастер-класс та йӗркеленӗ. Теччӗ районӗнчи чăваш пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Луиза Степановна Семеновăпа Екатерина Геннадьевна Гафурова чăваш культурипе мастер-класс ирттерсе паллаштарнă. Луиза Степановна ачасене чăваш хӗвелне ăсталама вӗрентнӗ пулсан, Екатерина Геннадьевна Пăхăçă чейӗ менле-мӗнле курăкпа улма-çырларан тăнине тата мӗнле пухса типӗтмеллине вӗрентнӗ.
Палăртса хăварар, Пăхăрçă тутар ялӗ, апла пулсан та кунта çӳрекен Чураппанпа Чăваш Чакăлтăм ялӗсен ачисен тăван чăваш чӗлхине вӗренме май пур. (Л.Семенова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев