Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Аксу районӗнчи Беловкăра тăххăрмӗш хут йӗлтӗрçӗсем пухăнчӗç

Çанталăкӗ хӗл хута пӗр-икӗ хут кун пек начар пулаканскер, çынсемшӗн тӗрӗслев пулчӗ, паллах. -6 градус сивӗпе тăман тустарнă вăхăтра ăмăртма мар, килтен тухас килмест. Анчах та беловкăсене нимӗнле çанталăк та хăратманнине эпир иртнӗ çулсенче те лайăх куртăмăр. 2020 çулта кунта «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» иртнӗ чухне шăпăртатса çумăр çунăччӗ, сивӗсем те пӗрре мар тӗрӗсленӗ чупакансене.

Паян чăваш ялӗн çывăхӗнчи трассăна 165 ăмăртакан тухрӗ. Ял çыннисем те сивӗ çил касать тесе килӗсенче лармаççӗ, пайтахăнах курма килнӗ. Тольятти, Шунтал, Нурлат, Сиктӗрме, Аксу спортсменӗсем Беловкăра 20 ытла награда комплекчӗшӗн кӗрешрӗç. Малтан пӗчӗккисем старта тухрӗç, унтан хӗрарăмсем. Аслă çулти çынсем йӗлтӗр çине тăрса вăй виçнине курма уйрăмах кăмăллăччӗ.  Финиша чупса çитнӗ кашни çынна волонтерсем шоколад плитки парнелеççӗ. Вӗри чей те хатӗр, пăтă та. Мӗнле юратмăн çакнашкал ăмăртусене? Тепӗр çул тата килетпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев