Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян – Атте кунӗ!

Паян – атте кунӗ. Вăл çӗнӗ праçниксенчен пӗри. Кăçал Раççейре  Атте кунӗ официаллă статус илчӗ: октябрӗн 4-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ В.В.Путин çулсерен октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче Атте кунне паллă тумалли пирки калакан Указ çине алă пусрӗ.

Çӗршывăн хăш-пӗр регионӗсемпе хулисенче вара Атте кунне тахçанах палăртаççӗ. Тӗслӗхрен, Череповецпа Новосибирск хулисем, Волгоград, Липецк, Курск тата Ульяновск облаçӗсем. Хăш-пӗр регионсенче Атте кунне урăх кунсенче уявлаççӗ: Волгоградра аттесене ноябрӗн 1-мӗшӗнче саламлаççӗ, Алтай крайӗнче вара – апрелӗн юлашки вырсарникунӗнче.

Атте кунне пирӗн çӗршывра 2014 çултанпа паллă тăваççӗ. Çичӗ çул каялла Мускавра çак праçнике халалласа «Папа Фест» фестиваль иртнӗ. Çавăнтанпа вăл Раççейӗн тӗп хулинче кăна мар, Новосибирск, Калиниград тата Хусан хулисенче те иртет. Аттесене халалласа çак праçникре хуласенче тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ, нумай ачаллă ашшӗсене парнесемпе чыслаççӗ.

Кăçал Атте кунне халалланă мероприятисен шучӗ уйрăмах пысăк. Кашни районпа хулара иртеççӗ вӗсем. Тӗслӗхрен, октябрӗн 15-мӗшӗнче «Единая Россия» партин Председателӗн Д.А.Медведевăн Тутарстан Республикинчи обществăлла приемнăйӗ «Хальхи вăхăтра атте пулма йывăр-и?» темăпа çавра сӗтел ирттернӗ. Унта хутшăннă спикерсенчен пӗри Тутарстанри «Мы вместе» РОО правленийӗн пайташӗ, тăватă ача ашшӗ В.М.Пушкарев пулнă. Лениногорск районӗнче ӳкерчӗксен «Манăн атте чи лайăххи» онлайн-конкурсне ирттернӗ. Мензеле районӗнче «Аттепе йăлтах тума пулать» фотоконкурс ирттернӗ. Алексеевски районӗнче «Атте кунӗ ячӗпе» чӗрӗ открытка хатӗрлес тӗлӗшпе иртнӗ Пӗтӗм Раççейри акцие хастар хутшăннă. Апас районӗнче «Атте тата эпӗ – чи çывăх туссем» сочиненисен конкурсне хутшăнакансем йышлă пулнă.

Районсемпе хуласенче ирттерекен мероприятисен шучӗ те çук. Пур çӗрте те тенӗ пекех шкулсенче Атте кунне халалласа класс сехечӗсем иртнӗ, «Атте патне ӗçе», «Аттепе зарядка тăватпăр», «Аттепе пӗрле» акцисене ача-пăча хастар хутшăннă. Паян иртенпе социаллă сетьсенче пурте хăйсен ашшӗсене саламлаççӗ, вӗсем çинчен каласа параççӗ.

Эпир те аттесене пурне те уяв ячӗпе саламлатпăр, пурнăçра пӗтӗм ыррине сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День отца