Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Бесланри терактра вилнӗ ачасене асӑнмалли кун

"Пурнӑҫ тумламӗ" акцие сентябрӗн 3-мӗшӗнче 11:00 сехетре ирттереҫҫӗ

Пӗтӗмраҫҫейри «Капля жизни» акцие 2004 ҫулхи сентябрь пуҫламӑшӗнче Бесланра пулса иртнӗ инкеке халалланӑ. Ун чухнехи теракта темиҫе ҫӗр ҫын вилнӗ, вӗсенчнн нумайӑшӗ – ачасем. Заложникра ларнӑ виҫӗ кун хушшинче вӗсем пӗр тумлам шыв ӗҫеймен.
Акцие хутшӑнакансене савӑтран ал тупанӗсемпе шыв ӑсса ялӑн е хулан паллӑ вырӑнӗсем – асӑну мемориалӗсем, Ҫӗнтерӳ скверӗсем, шкул умӗнчи полисадниксем – патӗнче ӳсекен чечексене шӑвармалла. Ҫапла майпа терактра вилнисене асӑнмалла.
Акцийӗн тӗп тӗллевӗ – ӳсекен ӑрура терроризмпа экстремизма хирӗҫле граждан позицийӗ йӗркелесси, унта хутшӑнакансене тимлӗрех, яваплӑрах пулма чӗнсе каласси.
Проектӑн ячӗ "Пурнӑҫ тумламӗ", ӑна Удмуртире иртекен ҫамрӑксен нумай нациллӗ "Вместе" вӗрентӳ центрӗнче шутласа кӑларнӑ. Пӗлтӗр ҫак акцие ҫӗршыври 29 регионри 206 площадкӑра ирттернӗ. Унта 25 пин ҫын хутшӑннӑ.
"Пурнӑҫ тумламӗ" акцие сентябрӗн 3-мӗшӗнче 11:00 сехетре ирттереҫҫӗ.
#капляжизни хештеглӑ сӑнӳкерчӗксене йӗркелекенсен электронлӑ почти  ddnodm@mail.ru ҫине ямалла е вӗсен официаллӑ ушкӑнӗнче https://vk.com/kaplia.jizni вырнаҫтармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев