Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Элмет районӗнчи Патраклӑра Учук ирттереҫҫӗ

Июнӗн 28-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Кипеккассинче ҫак уяв пулать. Шупашкарта вара Акатуй кунӗ 500 ҫуллӑх паркӗнче мӑчавӑрсене чӳклеме чарнӑ

 Унта Сантӑр Пикл тунӑ "Ӗмӗр" юпи пур. Таврапӗлӳҫӗсемпе ваттисен канашӗсем авалхи йӑлана ун умӗнче тума хатӗрленнӗ. Анчах ҫӳлтен килекен хушу ҫирӗп пулнӑ ахӑр, Чӑваш наци конгресӗ те Учук тӑвакансен хутне кӗме хӑяйман.
Мӗн пулнӑ чӑвашсене? Мӗнре сӑлтав? Каллех коммунистсен вӑхӑтӗнчи пек чарусем кансӗрлеҫҫӗ Учук тӑвакансене. Тыр-пул лайӑх ҫитӗнтӗр, пурнӑҫ ӑнса пытӑр тесе кӗл тӑвакан ватӑсен хӑтланӑвӗсенче патшалӑхшӑн мӗнле хӑрушлӑх курнӑ чиновниксем?
Сӑлтавӗ иккен пӗр вырӑс священникӗ азовецсен рунисемпе чӑвашсен тӗррисене танлаштарнинче. Скандал пӳрнепе тӗллесе кӑтартасси патнех ҫитмен пулин те, шупашкарсем асӑрханса "язычество культне" мала кӑларас темен.
Ку шухӑша малалла тӑссассӑн, влаҫрисен малашне чӑваш ялавӗнчи руна паллисене те илсе ывӑтмалла пулмасть-ши? Вӗсенче те кам-тӑр "хӑрушлӑх" курма пултарать-ҫке.
Эпир рунӑсемпе уҫӑ курни - истори картлашки ҫинчи пӗр тапхӑр. Урӑхла ӑна цивилизаци аталанӑвӗ теҫҫӗ. Рунӑсем, араб графики, кириллица халь пирӗн ҫыру. Чиркӗве ҫӳреме тытӑнни 100-150 ҫула яхӑн кӑна-ха, унччен эпир  хамӑр асаттесен йӑлисемпе пурӑннӑ.
Пирӗн халӑх тӗрӗсене, чӳк тӑвас йӑласене манманни эпир хамӑрӑн историне манманнине пӗлтерет. Мансан - манкурта ҫаврӑнатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев