Сувар

Паян «Нарспи» авторӗ çуралнăранпа 130 çул çитрӗ

Чăваш тӗнчи вилӗмсӗр поэмăн сыпăкӗсене вулать

Паян Раççейре библиотекăсен кунӗ, Санкт-Петербург 317 çул тултарать тата Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитрӗ. Çак виçӗ уява Питӗрти чăвашсем те анлăн паллă тунă.

Вырăнти ЧНКА ертӳçи Валерьян Гаврилов пӗлтернӗ тăрăх, Культура министерстви пулăшнипе вӗсем Национальноçсен çуртӗнче онлайн вулав конференцийӗ ирттерме пултарнă.

Литературăна кăмăллакансем К.В.Ивановăн «Нарспине» акăлчанла, туркăлла, тутарла, азербайджанла, венгрла – пурӗ 15 чӗлхепе вуланă. Валерьян Анатольевич шухăшӗпе, коронавирус пандемии пулман пулсан, çак конференцие тата анлăрах ирттерме пулатчӗ.  

Пушкăрстанри Пелепей районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсем, «Урал сасси» хаçатăн ӗçченӗсем, Слакпуç ялӗн администрацийӗ паян кăнтăрла Константин Иванов палăкӗ умне чечексем хунă. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: