Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Нурлатра Уяв, ыран Аксура

Июлӗн 1-мӗшӗнче Нурлатри яланхи вырăнта «Уяв» пулать. Унăн вăхăтне июнӗн 25-мӗшӗнчен ятарласа июлӗн 1-мӗшне куçарчӗç, мӗншӗн тесен çак кун Нурлатра тăван чӗлхесене аталантарас тӗлӗшпе зонăри семинар-канашлу иртет

Унта çак тăрăхри мӗн пур район пуçлăхӗсене чӗннӗ. Семинара ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов ертсе пырать. Вăл ӗнтӗ иккӗмӗш çул парламентра тутар чӗлхине аталантаракан комисси         йӗн председателӗнче ӗçлет. Нумай пулмасть çак комиссине республикăри ытти халăхсен чӗлхисене те кӗртрӗç. Семинар-канашлу хыççăн унта хутшăнакансем Нурлат чăвашӗсен Уявне курса чăваш культурипе тарăнрах паллашӗç. Вăл 12 сехетре пуçланать.

Аксури Уяв та малтанхи вырăнтах иртет – район центрӗ çумӗнчи лапамра, июлӗн 2-мӗшӗнче, ирхине вуннăра. Кунта праçниксем ирттерме мӗн пур инфраструктура хатӗр, çавăнпа аксусем Сӗнче çывăхӗнчи вырăна суйласа илнӗ те. Маларах район Уявне вӗсем пӗр-пӗр ялта ирттеретчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев