Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Пекинра хӗллехи Олимпиада вӗçленнӗ

Юлашкинчен хоккей вăййипе финал иртнӗ. Раççей хоккеисчӗсем Финлянди сборнăйне финалта 2:1 шутпа выляса ярса Олимпиадăри кӗмӗл медальсене тивӗçнӗ.

Пӗртен-пӗр шайбăна пирӗн командăшăн Михаил Григоренко кӗртнӗ. Палăртса хăвармалла Раççей олимпиада комитечӗн хоккей командинче Хусанти «Ак Барс» вăйăçисем Дмитрий Воронковпа Тимур Билялов вылянă. Тепӗр япалана та куракансем асăрхамасăр хăварман, Раççей командинче пӗр çăлтăрлă ят та çукчӗ, йăлтах çамрăк хоккеистсем. Апла пулин те вӗсем иккӗмӗш вырăна йышăнма пултарчӗç. Кун пек вылякансене мухтас кăна килет.

Ку Олимпиадăра Раççей ултă ылтăн, вун икӗ кӗмӗл, вун тватă пăхăр медаль çӗнсе илме пултарнă. Пӗтӗмӗшле медальсен шучӗпе вăл иккӗмӗш вырăнта.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев