Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян пирӗн редакцишӗн хурлӑхлӑ кун

"Сувар" хаҫатӑн редакторӗ Ирина Трифонова Николай Михайлович чӑвашсемшӗн питӗ нумай тунине палӑртрӗ

Хусанти 12-мӗш больницан моргӗ патне ирхине 7 те 30-та чӑвашсем пуҫтарӑна пуҫларӗҫ. Вӗсем нумайӑнах марччӗ: журналистсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем, общество деятелӗсем тата тӑванӗсем.
Тупӑка уҫтармарӗҫ. Коронавирус. Кӗленче витӗр кӑна сывпуллашрӗҫ килнӗ ҫынсем республикӑри чӑваш хаҫатне никӗслесе яракансенчен пӗринпе.

Самантлӑха канма выртнӑ, часах тӑрас ҫын пек выртать ҫыравҫӑ. Ҫук ҫав. Хӑрушӑ чир ватӑсене те, ҫамрӑксене те хӗрхенмест, асӑрханмалла.

Калаҫусем кӗске пулчӗҫ. "Сувар" хаҫатӑн редакторӗ Ирина Трифонова Николай Михайлович чӑвашсемшӗн питӗ нумай тунине палӑртрӗ. 
Николай Сорокина, хӑй хушса хӑварнӑ пек, тӑван ялӗнче – Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ масарӗнче пытарчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев