Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян пӗтӗм тӗнчери алкоголизмпа кӗрешмелли кун

Пъянцăран алкаш мӗнпе уйрăлса тăрать? Пъянцă вăл эрехе ӗçес килнӗ чухне кăна ӗçет, Алкоголик вара ӗçес килсен те, ӗçсес килмесен те ӗçет.

Çакна май Хусанти Роспотребнадзор уйрăмӗ, ТР Сывлăх сыхлав министерствин представителӗ журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗç. 
Чиновниксем яланхи пек статистика кăтартăвӗсемпе паллаштарчӗç.
Раççейре кашни кун каччăсен 35 проценчӗ, хӗрсен 20 проценчӗ çăмăл алкогольлӗ ӗçмесене ӗçет. Çулсерен эрехе илӗшни 3,3 млн çынна пурнăçран уйăрать. 25-39 çулти çамрăк çынсен вилӗмӗ 25 процента эрех ӗçнипе çыхăннă.

Градуслă ӗçмесенчен Раççей çыннисем пуринчен те ытларах водка туянаççӗ – 51 процент. Пиво туянакансем çак хисепӗр 38 проценчӗ. Вино туянакансем – 11 процент. Статистика тăрăх, ытлашши эрех ӗçсе пульницана лекнӗ 100 çынран тухтăрсем 27-шне хăтараймаççӗ. Мӗншӗн тесен суррогат ӗçекенсем нумай. 
«Фанфуриксене» лавкара уççăн сутманни вӗсем усламçăсен тавар çаврăнăвӗнчен тухса ӳкнине пӗлтермест. Çӳлексем çине кăлармасăр, паллакан çынсене кăна сутакансем нумай-ха лавкаçăсен хушшинче. Ун пеккисене тытма йывăр. 
Наркологи клиникисенче алкоголиксен шучӗ чакмасть. Патшалăхăннинче кăна мар, ытти çӗрте те çын нумай выртать. Кашни тваттăмӗш ӗçкӗç – хӗрарăм. 

Мӗн ӗçсе наркăмăшланаççӗ-ха çынсем?
Пӗлтӗрхи 8 уйăхра Тутарстанра этанол ӗçсе 254 çын аптăранă, кăçалхи 8 уйăхра унакаллисен шучӗ 272 çитнӗ. Сăмакун ӗçсе пӗлтӗр 36 çын наркăмăшланнă, кăçал шăршлă аншарлипе кӳпӗннисен шучӗ 48 çынна çитнӗ. 2018 çулхи 8 уйăх хушшинче метанол спиртне ӗçсе 32 çын наркăмăшланнă, 2019 çулхи 8 уйăхра ун пеккисен шучӗ 39-а çитнӗ. Пропанол ӗçме те хăраман 5 çын пульницана лекнӗ пӗлтӗр, кăçал пропанолпа карланкине чӳхенисен шучӗ 8 çынна çитнӗ. Ытти йышши спиртсем ӗçсе пӗлтӗр 4 çын аптăранă, кăçал 1 çын кăна клейран спиртне уйăрса илме хăтланнă пулмалла.       
Ӗçкен çул çитмен ачасем те леккеленӗ йӗрке сыхлакансен аллине. Ун пек статистика пысăках мар. Çапах та Хусан, Çырчалли, Пӗкӗлме, Ешăлвар, Анат Кама полицейскийӗсем ыттисенчен тимлӗрех ахăр. 
Эрех ӗçсе наркăмăшланнипе вилнисенчен 58 проценчӗ ниçта та ӗçлемест. 20,7 проценчӗ пенсионерсем. 15,7 проценчӗ ӗçлекенсем. Тем-тепӗр ӗçсе вилекен 100 çынран 20-шӗ хӗрарăмсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев