Сувар

Паян Раççейре Атăл кунне паллă тăваççӗ

Çулталăкра Атăлпа 520 пин кубла километр шыв юхса иртет

Пӗрремӗш хут Атӑл кунне 2008 çулта Чулхулара паллă тунă. Европăри чи пысăк юханшывсенчен пӗри 3,7 пин километра тăсăлать. Çулталăкра Атăлпа 520 пин кубла километр шыв юхса иртет. Анчах Атăл тасалăхӗ тата тăрăлăхӗ пирки калама иртерех-ха. Пысăк промышленность предприятийӗсемлă хуласем вырнаçса тухнă ун çыранӗсен хӗррисене.  

Тутарстанăн шӗкӗр хулинче Хусанти ветакадеми тӗлӗнче шыв тасатмалли сооруженисене туса пӗтернӗ. Çакăн çинчен ТР Строительство министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Хулари Советски тата Ново-Савиновски районсенчен çумăр канализацийӗн шывӗсем Казанка юханшывне сиен кӳни çак ӗçсене тума хистенӗ. Шыв трубисене куçарас, резервуар тата тасату станцине тăвас ӗçсене «Сигма» ООО туса ирттернӗ.

Тасату хăвăртлăхӗ çеккунта 30 литрпа танлашать. Ӗçсене «Оздоровление Волги» федераллă проектпа килӗшӳллӗн туса ирттернӗ, вӗсен хакӗ 90 млн тенкӗпе танлашнă.

«Çумăр канализацийӗнчи шыв çырмана тасатăнмасăр тăкăнать. Тасату сооруженийӗсем çуккине кура шывăн бактери кăтартăвӗсем тата снитарипе хими пробисем япăхланнăçем япăхланса пынă. Çакă çивӗч проблемăна çаврăнчӗ», – палăртнă министерствăра.   

Кăçал биологи тасатăвӗн сооруженийӗсене Ешӗлвар, Мензеле, Пестрецы районӗсенче тума палăртнă, çавăн пекех Елабуга хулинчи тата «Алабуга» экономика зонинчи промышленность тăкакан хура шывсене тасатакан сооруженисене çӗнетме те палăртаççӗ.

«Оздоровление Волги» федераллă проект Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарнă «Экологи» наци проекчӗн пӗр пайӗ пулса тăрать.

Реклама

Анна Кудряшова сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: