Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Раççейре Полици кунне паллă тăваççӗ

Пытарасси çук, хальхи вăхăтра вӗсен ӗçӗ çине тӗрлӗрен пăхакан, тӗрлӗрен хак паракан пур. Анчах та йӗрке хуралçисем тавралăхра тăнăçлăх пултăр тесе нумай тунине те манмалла мар.

Хусанта Росгвардин Тутарстанри управленийӗн служащийӗсем юн плазмин донорӗсем пулса тăнă, вăл республка çыннисене Covid-19 чирпе кӗрешме пулăшать. 12 полицейски Хусанти плазмоцентра килнӗ. Вӗсем пурте коронавиусран прививка тутарнă, организмӗсенче антителосем пур.

Малтан юн плазмине парас текенсем пурте регистраци иртеççӗ, анкета тултараççӗ, унтан вӗсен пӳрнинчен юн илеççӗ. Юнăн пӗтӗмӗшле анализӗ гемоглобин шайне кăтартать тата ытти пӗлтерӗшлӗ информацие. Тӗслӗхрен, инфекциллӗ чирсе çуккине. Енчен те юн нормăра-тăк, малалла донора терапевт йышăнать, вăл этем плазма пама юрăхли пирки пӗтӗмлетӳ тăвать.

Плазмăна юнран вăрахртарах параççӗ – 40 минутран пӗр сехете çити.   

Хусанти плазмоцентрта ӗçлекенсем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирусран антителосемлӗ çынсенчен те ахаль плазма та больницасене кирлӗ. Ăна 18 тултарнă çынсенчен илеççӗ. Донациччен ытларах шыв ӗçмелле, çывăрса тăранмалла тата эрех-сăра тавраш ӗçмелле мар.

Росгвардеецсем плазма парас акцине малалла та тăсма шантарнă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев