Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Рустам Миннихановпа Николай Патрушев Теччӗри кадет шкулӗнче пулнă

Вӗсемпе пӗрле Раççей Президенчӗн Атăлçи федераллă округӗнчи полномочилле представителӗ Игорь Комаров тата ытти официаллă çынсем пулнă

В.Хапаев ячӗллӗ кадет шкулӗ 2003 çулта ӗçлеме пуçланă. Çулталăкран вӗрентӳ учрежденийӗ шкул-интернат пулса тăнă. Хальхи вăхăтра унта 129 кадет вӗренет, çав шутра 18 хӗрача. Ачасем ытларах Теччӗ, Пăва, Камско-Устьински, Кайпăç, Çӗпрел, Ешӗлвар, Апас, Рыбно-Слободски муниципаллă районсенчен вӗренме килеççӗ, Хусантан, Санкт-Петербургран, Чӗмпӗртен, Чăваш Енпе Марий Элтан та пур. Унтан вӗренсе тухакансем ытларах аслă çар вӗрентӳ завденийӗсене вӗренме кӗни теччӗсем пӗлӳ парассипе воспитани процессне лайăх йӗркелени çинчен калать.

Раççей Федерацийӗн Хăрушсăрлăх Канашӗн секретарӗ Николай Патрушев кадетсем валли туса панă условисене пысăка хурса хакланă.

«Эсир кунта илнӗ пӗлӳпе малашне мăнаçланатăр. Учительсем сире нумай панă, анчах та пуласлăх сиртен хăвăртан килет. Кашниех хăйне хăй хатӗрлемелле. Ун чухне тин эсир хăвăр умăрта лартнă тӗллевсене пурнăçлаятăр», – тенӗ Николай Патрушев.

Рустам Миннихановпа хăнасем вӗрентӳ класӗсене курса çаврăннă, кадетсене хатӗрлекен спортзала, кадет мухтавӗн музейне курнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев