Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Шупашкарта Мария Горшковӑпа сывпуллашнӑ

Мария Горшкова Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлне те хастар хутшăнатччĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, президиум пайташĕсем мĕн пур тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе пĕрле пысăк çухатушăн чĕререн хурланнине пĕлтереççĕ

 Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ Мария Александровна Горшкова пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ…

Мария Горшкова Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче 1960 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă.

Мария мĕн пĕчĕкрен искусство тĕсĕсене пит ăнлансах кайман пулин те телевизорпаопера, балет, оперетта пăхма кăмăлланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра юрă, ташă кружокĕсене çÿренĕ. Ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр аслă аппăшĕсем ăс панипе Шупашкарти финанспа экономика техникумне çул тытнă. Шăпа ăна каярах искусство тĕнчине çавăтса кĕрет.1980-1984–мĕш çулсенче Мария Александровна Федор Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинче вĕренет. 

Училище пĕтерсен Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлеме пуçлать. Пултарулăхне кура вăл эстрадăра çирĕп вырăн йышăнать.  Унăн çепĕç юррисене пĕтĕм чăваш халăхĕ юратса итлет.

Шел, усал чир юратнă юрăçа вăхăтсăр халăхран туртса илчĕ…

ЧНК пресс-служби

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

1

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев