Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАЯН ЦИФРА ХУÇА Е МӖН ТАРАН УЛШĂНӖ-ШИ ПИРӖН ПУРНĂÇ?

Цифровизаци çулталăкӗнче хулапа ял хушшинчи цифра танмарлăхне пӗтерме палăртнă

2022 çула Тутарстанра Цифровизаци çулталăкӗ пек палăртман пулсан çак ӗç кăçал мӗнле шайра пурнăçланса пырӗччӗ? Проектсемпе мероприятисен, ӗç планӗ çакăн пекех калăпăшлă та сулмаклă пулатчӗ-ши? Палăртнă ӗçсене пурне те пурнăçа кӗртме профильлӗ министерствăсăр пуçне ытти ведомствăсемпе организацисем мӗн таран хатӗр-ши? Çӗнӗлӗхсене алла илме квалификациллӗ кадрсем пур-и пирӗн? Çак тата ытти ыйтусем çуралчӗç ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗпе информаци технологийӗсемпе çыхăну министрне Айрат Хайруллина ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра итленӗ май. Пресс-конференци январӗн 18-мӗшӗнче пулчӗ.

Министр сăмахӗпе, асăннă ӗç планӗсӗр пуçне Цифровизаци çулталăкӗнче 130 ытла мероприяти ирттерме тата çыхăну инфраструктурине аталантарса хулапа ял хушшинчи цифра танмарлăхне пӗтерме палăртнă. Тӗп вырăнта вӗрентӳ, сывлăх сыхлав, культура, ял хуçалăх, ытти сферăсене цифровизацилесе тата электронлă услугăсемпе тивӗçтерессин вăхăтне кӗскетсе  тутарстансен пурнăç пахалăхне ӳстересси.

МФЦ пуçӗпех цифра çине куçать

Хальлӗхе патшалăх услугисене мӗнпурне цифрăласа çитермен, çавăнпа ку ӗç малалла тăсăлӗ. «РФ Президенчӗ Владимир Путин пирӗн ума 2021 çулта лартнă плана эпир вăхăтран маларах пурнăçларăмăр, чи анлă усă куракан социаллă пулăшу тӗсӗсене онлайн-формата куçартăмăр.  Ку ӗç малалла та тăсăлать. Республикăра тепӗр 253 пулăшăва электронлă формата куçармалла, ăна çулталăк вӗçлениччен туса пӗтересшӗн», – терӗ министр.
Айрат Хайруллин сăмахӗпе, нумай услугăна пăхса тухма пӗр ӗç кунӗ те çителӗклӗ пулӗ. Ку «ылтăн стандарт». Виçӗ кун хушшинче татса памалли ыйтусене «кӗмӗл стандарт» тесе палăртнă, «бронза стандарт» категорие кӗрекен ӗçсене 14 кун хушшинче пăхса тухӗç. МФЦ офисӗсем пӗтӗмпех цифра çине куçаççӗ. Унăн Патшалăх власть органӗсемпе хутшăнăвӗ те пуçӗпех электронлă формата куçать.

Интернетсăр ял юлмӗ

«Юлашки икӗ çулта эпир питӗ пысăк кăтарту турăмăр, яллă вырăнсенчи социаллă инфраструктура объекчӗсене пысăк хăвăртлăхлă оптика интернечӗпе çыхăнтартăмăр. 305 яла пӗрремӗш хут оптика çитрӗ, пурӗ 3,5 пин социаллă пӗлтерӗшлӗ объекта интернет çыхăнăвăпе тивӗçтертӗмӗр», – палăртрӗ министр.  
Тутарстан нумай енӗпе Раççейре пӗрремӗш вырăнта. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене оптика сӳсӗллӗ пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивӗçтерессипе те. 2022 çулта пӗр шкул та унсăр юлмӗ. 1000 ача вӗренет-и шкулта е 50 ача – пурпӗрех. Шкулсене пысăк хăвăртлăхлă  Wi-Fi сечӗпе тивӗçтерме миллиард ытла тенкӗлӗх инвестицилеме палăртнă. Ку вӗрентекене тӗрлӗ гаджетпа усă курма май парса вӗрентӗве интереслӗрех те эффективлăрах тума пулăшӗ.

Банк вӗрентекене ноутбук парнелет

Айрат Хайруллин пӗлтернӗ тăрăх, «Ак Барс» банк Цифровизаци çулталăкӗнче вӗрентӳ учрежденийӗсене пысăк парне тума йышăннă, вăл учительсене 24 пин ноутбук илсе парать. Республикăри вӗрентекенсен ноутбукӗсем кивелсе çитнӗ, çӗнетме вăхăт. «Ак Барс» банк çапла пысăк парне туса Вӗрентӳ министерствин пуç ыратăвне те сирнӗ. Анчах банкăн лартнă услови те пур – çӗнӗ ноутбука ӗç укçине «Ак барс» банкăн картти çине илсе тăракан вӗрентекене кăна параççӗ.
Республикăра цифровизаципе пыракан ӗçе коммерцилле организаци хутшăннине ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ырласа йышăннă.  Çавна май халӗ «Татнефть» пек пысăк компанисене те ку ӗçе хутшăнма сӗнеççӗ. Тепӗр енчен ку патшалăх бюджетне те перекетлеме май парать-çке.

Вӗрентӳри çӗнӗлӗхсем

Министр сăмахӗпе, ку çул тӗлне «Я школьник» платформăпа (вӗренекене хăйӗн вӗренӳри ӗлкӗрсе пыраслăхне курса тăма, вӗрентекенпе хутшăнма, киле ӗçе тума пулăшать) усă куракансен шучӗ те палăрмалла ӳснӗ. 2022 çулта çак платформăпа усă курса шкул ачисене психологилле пулăшу пама шутлаççӗ. Унсăр пуçне мобильлӗ приложени ачасене волонтер ӗçне хутшăнса балсем пухма май парать. Тата кăçалтан «Я школьникра» çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн правилисене пӗлессипе конкурс-викторина хута каять. Унăн пӗтӗмлетӗвӗсене Президент Ёлкинче пӗлтереççӗ.
Вӗрентӳри тепӗр çӗнӗлӗх – вӗренекенӗн цифра кочӗ, вăл вӗрентӳ контенчӗпе усă курма май парать. Урăхла каласан, шкул ачи хăйне кирлӗ информацие илме е хăйне килӗшекен предметпа хуть те хăш вăхăтра та усă курма пултарать.  
Вӗрентекенсем пирки каласан, вӗсене хут ӗçӗнчен хăтарма, ытларах ачасен воспитанийӗпе ӗçлеме майсем туса пама тӗллев лартнă.

Çӗнӗ професси илесси çăмăлланать

Республикăра пурăнакансен вара цифра экономикин программи пулăшнипе çӗнӗ профессисене вӗренме май пур. 2022 çулта дистанцилле майпа 100 пин ытла çынна цифра трансформацийӗпе çыхăннă курссенче вӗрентсе кăларма  палăртнă, вӗрентӳ тӳлевсӗр пулать.
5 аслă шкулта цифра кафедри уçăлмалла. Ку студента кăмăла кайнă цифра специальноçне  тӗп вӗренӳрен пăрăнмасăр алла илме май парать е, калăпăр, ӗçлекене ӗç вырăнӗнчен пăрăнмасăр. Медицина вӗрентӗвӗнче унпа усă курма пуçланă та ӗнтӗ. Паянхи врачăн медицина пӗлӗвӗсӗр пуçне цифра технологийӗсенче те аван чухламалла. РКБра, сăмахран, ковид патологине искусствăлла интеллект пулăшнипе тӗпчеççӗ.
Сывлăх сыхлавӗнчи çӗнӗлӗхсем

Кăçалхи планра ялсенчи акушерпа фельдшер пункчӗсене оптика сӳсӗллӗ интернет çыхăнăвӗпе тивӗçтересси. ТР Президенчӗн йышăнăвӗпе вӗсене пурне те компьютер техникипе тивӗçтерме палăртнă. Ял фельдшерне хăйӗн пациентне районти тӗп больницăри специалист патне электронлă черете тăратма пулăшать ку. Малашне ял çыннин района талон илессишӗнех кайса çӳремелле пулмӗ.
ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗпе информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗн Айрат Хайруллинăн сăмахӗпе, телемедицина та аталансах пырӗ. Хусанти РКБра вара пысăк улшăнусем пулӗç. Вăл медицинăри халăхсен хушшинчи HIMSS  стандарт çине куçса ӗçлеме тытăнать. Унăн тӗп принципӗ – медицина пулăшăвӗн пахалăхне ӳстересси. Мӗнлерех пурнăçланӗ-ха вăл практикăра?
Калăпăр, эсир больницăна лекетӗр. Сире уникаллă цифра кочӗллӗ браслет параççӗ. Тухтăр çырса панă мӗнпур процедура, вӗсене медперсонал пурнăçлани, панă анализсем тата вӗсен результачӗсем пӗтӗмпех харпăр код çине кайса пыраççӗ. Сăмахран, медсестра епле те пулин процедурăна тума манчӗ пулсан вăл çийӗнчех курăнать. Çак çӗнӗлӗх медицина процесне уçă тăвать. HIMSS  стандарт çине куçни тухтăр йăнăшӗсене самай чакарма пулăшать. Медперсонала   ноутбуксемпе тивӗçтереççӗ. Ăна ятарлă тележка çине вырнаçтараççӗ. Тухтăр пациентсене пăхса çаврăннă чух мӗнпур улшăнăва çийӗнчех ноутбука кӗртсе пырать.

Патшалăх услугисем пирки

Миравай суд ӗçне те улшăнусем кӗреççӗ. Малашне граждансем заявленисене электронлă майпа яма пултараççӗ. Унсăр пуçне суд ӗçне онлайн-форматпа хутшăнма пулӗ.
«2021 çул Раççейшӗн кăна мар, Тутарстаншăн та шăпаллă пулчӗ. Срокран маларах РФ Президенчӗн социаллă пӗлтерӗшлӗ услугăсене электронлă формата куçарассипе çыхăннă указне пурнăçларăмăр. 125 патшалăх пулăшăвне электронлă мая куçартăмăр. Ку çул вӗçлениччен тепӗр 253-шне куçармалла. Пирӗн тӗллев – электронлă формата куçман пӗр услуга та юлмалла мар», – терӗ министр.
Айрат Хайруллин пӗлтернӗ тăрăх, «Забота», «Мои субсидии» сервиссемпе «Я строю» маркетплейс аталанăвӗ те малаллах тăсăлӗ. «Я строю» маркетплейс ӗçӗ Тутарстанăн кашни районне сарăлмалла.
Вăл строительство сферинчи мӗнпур услугăна шута илет. Çурт лартнă хыççăн тӗрлӗ хутсене пуçтарасси 9 хут хăвăртланать. Маркетплейс БТИне, кадастр палатине, муниципалитетсене çӳремесӗрех мӗнпур документа хăвăртрах илсе  çурт-йӗре регистрацилеме пулăшать.

Чат-бот кирлӗ пулăшăва тупса парать

«Республикăна эпир ИТ-бизнесшăн илӗртӳллӗ регион тăвасшăн. Тутарстанăн ИТ-проекчӗсемпе ытти регионсем те интересленеççӗ. Пирӗн пата Раççей хулисенчен айтишниксем килеççӗ. Хусанти ИТ-парк паяна 100 проценчӗпех тулнă. 2021 çулта вăл Сколково фончӗн чи лайăх операторӗ пулса тăчӗ», – çирӗплетрӗ министр.
Социаллă хӳтлӗх облаçӗ цифровизаципе чи малта пыракан сфера. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин ӗçӗ 80 процент таран электронлă форматпа пурнăçланса пырать. Енчен те сире патшалăхран мӗнле пулăшу тивӗçнине пӗлместӗр пулсан «Забота» платформăна смартфон е планшет çине уçласа лартма пултаратăр. Унта «Дружелюбный чат-бот» пур. Çавăнти ыйтусене хуравласан система автомат майӗпе мӗнле пулăшăва илме пултарнине тупса парать.

Транспорт, ял хуçалăхӗ

Министр палăртнă тăрăх, Транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министерствипе пӗрле 2 ӗç пурнăçланса пырать. Пӗрремӗшӗ шкул автобусӗсемпе çыхăннă. Мониторинг шайӗ 100 проценчӗпе пурнăçланса пырать. Пассажир турттаракан транспорта тӗрӗслесе тăрассине те малашне 100 процентпа танлаштарасшăн.
Ял хуçалăх отраслӗнче «Агрополе» платформăна хута яма палăртнă. Вăл ял хуçалăх продукцийӗн производствипе, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тата ытти енпе ӗçлекенсене Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствипе хутшăнса ӗçлеме пулăшӗ.

Çӗнӗ ИТ-парк

2022 çулта Хусан варринче çӗнӗ ИТ-квартал ӳссе ларӗ. Ун шутне «Урбан» тата «Сувар-плаза» бизнес-центрсем, ИТ-парк кӗреççӗ. Ку объектсем пур-ха, вӗсен çумне тата «Спартак» атă-пушмак фабрики вырăнне тăвакан çӗнӗ ИТ-парк кӗме тивӗç. Унăн проекчӗпе халӗ Татинвестгражданпроект ӗçлет. ИТ-паркăн çӗнӗ площадкинче ача-пăча технопаркӗ, çӗнӗ технологисене тӗрӗслеме киберполигон тата киберспортсменсене хатӗрлемелли площадка, Раççейӗпе те чи пысăк бизнес-инкубатор пулӗç. Çӗнӗ ИТ-парк ӗç рынокӗшӗн те усăллă пулӗ, унта пурӗ – 3 пин ӗç вырăнӗ уçăлмалла. Ку хăйне май бюджета налог майӗпе 1,6 миллиард тенкӗ илсе кӗрӗ.
Унсăр пуçне кăçал Тутарстанра 5-мӗш ăрури сетьсен çӗнӗ эксперимент площадкисем хута кайӗç.  Сăмах 5G çинчен пырать. Паяна вӗсем икӗ çӗрте пур – Иннополисра тата Хусан метрополитенӗнче. МТС кăçал Хусан Кремлӗнче те  5G хута ярасшăн.
Кӗскен  каласан, ак çакăн пек улшăнусем кӗтеççӗ пире. Вӗсем мӗнле пурнăçланса пыни çинчен пӗлтерсех тăрăпăр.
 Ирина ТРИФОНОВА.    


prav.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев