Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Тутарстанра «Çамрăк профессионалсем» чемпионатăн регионти тапхăрӗ пуçланнă

Унта 1803 конкурсант хутшăнать. Çав шутра 1084 çын WorldSkills компетенцийӗсемпе, 719-шӗ JuniorSkills компетенцийӗсемпе. Çакăн çинчен журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ

«WorldSkills шайӗнче ирттернӗ чемпионатсем çамрăк специалистсен профессионализм шайне тăтăшах ӳстерме пулăшаççӗ. Ку вăл тӗнчери чи лайăх тӗслӗхсемпе паллашма май пурри те, хăвна-хăв аталантармалли çӗнӗ енсем шырани те.  Чи кирли – WorldSkills регион экономикине аталантаракан тӗп задачăна пурнăçлама пулăшать – çӳллӗ шайри квалификациллӗ кадрсем хатӗрлет», – тесе пӗлтернӗ ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ.

Чемпионата Тутарстанра 68 площадкăра ирттерӗç, вӗсем вузсенче, колледжсенче, техникумсенче, шкулсенче вырнаçнă.

Министр палăртнă тăрăх, чемпионатри компетенцисемпе чи нумай ăмăртусем (31 компетенци) Хусанти Информаци технологийӗсемпе çыхăну техникумӗ ирттерет, Хусанти халăхсем хушшинчи сервис колледжӗ те сахал мар компетенци илнӗ – 11, Суту-илӳпе экономика техникумӗ те унран юлмасть (10 компетенци), Анат Камăри Н.В.Лемаев ячӗпе хиселпенекен Нефтехимипе нефть тирпейлекен колледж 8 компетенципе ăмăртусем ирттерет, Хусанти Коопераци институчӗ те 8 компетенци суйласа илнӗ. Вӗсемсӗр пуçне WorldSkills юхăмӗ патне кăçал çӗнӗ вӗрентӳ организацийӗсем хутшăннă – Хусанти 42-мӗш шкул, Арскри педагогика колледжӗ, Ешӗлварти медицина училищи.  

Регионти чемпионат пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстан сборнăйӗ никӗсленет, вăл 2022 çулта Саранскра иртекен 10-мӗш наци чемпионачӗн финалне хутшăнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев