Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Валери Туркайăн юбилей

Чăваш халăх поэчӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Çеçпӗл Мишши, И.Яковлев, Ф.Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Украинăри Чернигов облаçне кӗрекен Остер хулин хисеплӗ гражданинӗ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ Валери Туркай паян, апрелӗн 17-мӗшӗнче, 60 çул тултарать.

Валери Туркай Чăваш Енри Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетне, А.В.Луначарский ячӗллӗ ГИТИС çумӗнчи Театр аслă курсӗсене пӗтернӗ. 2000 – 2008 çулсенче ЧР Писательсен союзне ертсе пынă. Раççей Писательсен союзӗн правленийӗн секретарӗ, «Дружба народов» журналăн редакци канашӗн пайташӗ. 1996 çултанпа Чăваш Республикинчи Çеçпӗл Мишши ыркăмăллăх фондне ертсе пырать. 2014 – 2015 çулсенче «Хыпар» хаçатăн генеральнăй директорӗ – тӗп редакторӗ пулса ӗçленӗ.

Валери Туркая эпир поэт, прозаик, драматург, публицист, куçаруçă пек пӗлетпӗр. Вăл – нумай кӗнеке авторӗ. Унăн пьесисемпе чăваш театрӗсем спектакльсем лартнă. В. Туркай тăванла халăхсен поэчӗсен хайлавӗсене чăвашла куçарас ӗçре ырми-канми тăрăшать, хăйӗн сăввисене те нумай чӗлхене куçарнă.

«Сувар» хаçатпа куллен туслă çыхăну тытса тăрать Чăваш халăх поэчӗ. Тусăмăра юбилей ячӗпе саламласа пултарулăхра малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр. Калемӗр нихăçан та ан мукалтăр, Валерий Владимирович!

В.Туркайăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

ТӖРӖССИНЕ КАЛАТĂП ТА…

Тӗрӗссине калалатăп та... – ураççӗ!..

Тӗрӗссинчен хăраççӗ-мӗн çынсем!..
Тахçан вара кун пек эп шутламанччӗ,

Эп тӗрӗслӗх – чи пысăк мул тесе!..

 

Хаклăраххи çук ултавран этемшӗн.

Ултав пылак – тин тунă симпыл пек!..

Этем телейлӗ – суйнине илтсессӗн,

Вăл кăмăллă ун чух пит хăйӗнпе.

 

Ара, йăлтах йӗркеллӗ-çке!.. Çук хурлăх,

Телейлӗ пурте Çӗр çинче тинех!..

Малта çиçет илемлӗ çут пуласлăх!..

Ниçта хума пӗлмест çын телейне!..

 

Çук, çук, – ултав ку!.. Ку вăл – тӗрӗсмарлăх!..

Йӗркеллӗ мар-ха йăлт çак Çӗр çинче!..

Таçта та пур инкек-синкек те хурлăх,

Телейлӗ мар-ха хальлӗхе тӗнче!..

 

...Тӗрӗссине калатăп та, – пуçлаççӗ

Чи нӗрсӗр ăçтиçук тума манран!..

Ара, вӗсем нихçан та йăнăшмаççӗ!..

Вӗсем пӗр йăнăш утăм та туман!..

 

 

ФАРИДАНА

Юрла, Фарида, юрла!..

Юрла чăвашла, тутарла!..

Сипле, Фарида, çын чунне!

Çӗкле çын чунне тӳпене!

 

Юрла, Фарида, юрла!
Юрла Юрату çинчен!

Хӗмлентӗр Телей куçсенче!

Ан сӳнтӗр çут Уйăх ирччен!

 

Юрла, Фарида, юрла!

Юрла, мухтаса Пурнăçа!

Пар Шанчăк – халран кайнине!

Пар тӳсӗм – çунатсăррине!

 

Юрла, Фарида, юрла!

Юрла, мухтаса Туслăха!

Çук ним те хакли Туслăхран!

Çук ним те пахи Çынлăхран!

 

Юрла, Фарида, юрла!
Юрла, мухтаса Çӗршыва!

Раççейӗмӗр пирӗн – пӗрре!

Пӗрре вăл, пӗрре Тӗнчере!..

 

Юрла, Фарида, юрла!..

 

МӖН ЧУХЛӖ ХАРАМПЫР ÇАК ÇӖРШЫВРА
Мӗн чухлӗ харампыр çак çӗршывра!..

(Тивет ку темăна та хускатма...)

Пӗри ­– ӗçлет ир пуçласа каçчен...

Тепри вара – пит юратать канма!..

 

Мӗн чухлӗ харампыр çак çӗршывра!..

Эп вӗсенчен пӗлеп чылайăшне.

Епле вӗсем мăнаçлă та куштан!..

Епле мăна хураççӗ хăйсене!..

 

Медаль те орден илмелле пулсан,

Харампырсем тăмаççӗ именсе.

Харампырсемшӗн çук черет тени, –

Илеççӗ преми чи малтан вӗсем.

 

Хăйсем вара тумаççӗ нимӗн те!..

Ӗçеççӗ чей те кофе кунӗпе...

Кун каçипе выляççӗ шахматла...

Тытаççӗ хăйсене гроссмейстер пек.

 

Мӗн чухлӗ харампыр çак çӗршывра!..

Усси çукки тем мар-ха вӗсенчен, –

Вӗсем –  чăрмантараççӗ ӗçлеме,

Пулас тесе малта ыттисенчен!..

 

Мӗн чухлӗ харампыр çак çӗршывра!..

 

 

ЙЫВĂР ĂНЛАНМА

Ман телейӗм – кайăк пек:

Пытанать ялан.

Эп ăна шыра-шыра,

Йăлт каяп халран.

 

Ма манран вăл пытанать?..

Ма тарать манран?..

Шутласассăн, эп ăна

Пач усал туман!..

 

Читлӗхе хупман ăна,

Тӗттӗмре тытман...

Çук нимле сăлтав та ун

Кăмăлсăр пулма!..

 

...Эх, епле юрларӗ вăл

Тин кăна чунтан!..

Çукчӗ, çукчӗ тин кăна

Телейли манран!..

 

...Çук текех ман кайăкăм!..

Çук телейӗм ман!..

Ма манран вăл пытанать?..

Йывăр ăнланма!..

 

 

КӖТНЕ КӖПЕРНЕ КӖМӖЛРЕН ТУНĂ ПУЛЬ...

Илемпи хӗрӗме

Кӗтне кӗперне кӗмӗлрен тунă пулӗ, –

Ытла та туртать вăл чуна хăй патне...

Кӗтне çыранне ылтăнран тунă пулӗ,

Мерчен те ахах сапнă пуль ун çине...

 

Кӗтне хумӗсем хăш чухне питӗ çӳллӗ,

Хăш чух хумханмасть пӗртте пирӗн Кӗтне...

Нумай хумхансассăн, халран йăлт каятăн,

Вара вӗренен хаклама канлӗхне.

 

Кӗтне çаранне симӗс пир сарнă пулӗ –

Ӗнел пикисем, алăпа тӗрлесе...

Ăна, хӗл çитсен, шур пирпе витеç пулӗ, –

Ан тив, кантăрах кăшт мăнтарăн тесе...

 

Кӗтне кӗперне кӗмӗлрен тунă пулӗ, –

Ытла та туртать вăл чуна хăй патне...

Кӗтне çыранне ылтăнран тунă пулӗ,

Мерчен те ахах сапнă пуль ун çине...

 

 

Тухсам вăййа тепре, Хырай Ӗнелӗм!..
Тухсам вăййа тепре, Хырай Ӗнелӗм!

Хӗвеллӗ яшлăхна аса илсем!

Ан тив, тӗнче уявупа килентӗр,

Юрлаччăр юрату çинчен хӗрсем!..

 

Ан тив, иртни куç умӗнче хӗмлентӗр,

Кӗмӗл хумне хумхаттăр ват Кӗтне!

Улăхсенче саркайăксем шăратчăр

Чи çепӗç те хаваслă юррине!

 

Тухсам вăййа тепре, Хырай Ӗнелӗм,

Тӗрленӗ çӗнӗ саппунна çакса!

Тухйу ăçта?.. Тухья кирлех, тăванăм, –

Хӗвел çинче вăл тăтăр ялкăшса!..

 

Тухар тепре вăййа, Хырай Ӗнелӗм!..

Сан умăнта эп пуçăма таям!

Пуçлатăр çӗнӗ юрă ман аннеçӗм,

Хавхаланса çӗн сăвă эп çырам!..

 

Тухсам вăййа тепре, Хырай Ӗнелӗм!..

Валери ТУРКАЙ,

Чăваш халăх поэчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей народный поэт