Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Владимир Путин журналистсемпе тӗлпулать

Мускаври Манежра Владимир Путинăн çулталăксерен иртекен пысăк пресс-конференцийӗ пулать. Мероприяти онлайн-форматпа мар, куçа-куçăн иртӗ, çавăнпа та, ковид чарăвӗсене пула, пресс-конференцие хутшăнакан журналистсен шутне икӗ хут чакарнă. Унта 500 Хыпар хатӗрӗн ӗçченӗ кăна пулӗ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ Тутарстан Республикинчен.

Патшалăх ертӳçи çӗршыври тата тӗнчери лару-тăру пирки панă çивӗч ыйтусене хуравлӗ. Трансляци Мускав вăхăчӗпе 12:00 сехетре пуçланать. Ăна «Россия-1», «Россия-24», «НТВ», «Первый каналпа» курма пулать, çавăн пекех «Маяк», «Вести ФМ», «Радио России» хумсенче итлеме пулать.

Президентăн çулталăкри пресс-конференцийӗ  2001 çултанпа иртет. 2008 çулта вăл пуринчен те ытларах – 4 сехет те 40 минут пынă.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев