Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паяна коронавирусран республикăра 107 çын вилнӗ

63 çулти арçын коронавирусран вилсе кайнă. Больницăна илсе кайсан унăн пневмони пулни палăрнă. Шала кайнă чир те пулнипе арçынна çăлса хăварайман.

Юлташсем, тархасшăн сывлăхăрпа тимлӗ пулăр. Коронавирус лару-тăрăвӗ тарăхтарса çитерчӗ, йăлăхтарчӗ пулин те тимлӗ пулмалла. Сывлăха пӗр хавшатсан ăна çирӗплетме кайран йывăр питӗ. ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби юлашки талăкра тепӗр икӗ çын Covid-19 вирусран вилсе кайнине пӗлтерет. Статистика кăтартăвӗсем пысăк мар, унта больницăна хуракансене кăна шута илеççӗ пулмалла. Капла вара чирлекенсем питӗ нумай, инфекци больницисен умӗнчен васкавлă пулăшу машинисен черечӗ татăлмасть. 1957 çулхи арçынна пневмонийăпа госпитализациленӗ. Унăн икӗ ӳпки те вируспа инфекциленнӗ. Шала кайнă чир те пулнипе арçынна çăлса хăварайман. 1967 çулти арçыннăн та шала кайнă чир  пулнă, вăл сывлайманнипе вилсе кайнă.

Паянхи куна Тутарстанра коронавируспа чирленӗ 55 пулăма шута илнӗ. Вилнисен шучӗ 107-пе танлашнă. Пандеми пуçланнăранпа республикăра коронавируспа чирлисен шучӗ 8097-пе танлашнă. Вӗсенчен 6917-шӗ сывалнă.  

Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье