Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянхи кун паттӑрӗсем

 ​Аксу районӗн тӗп больницинче ӗçлекен çамрăк терапевт Екатерина Олеговна​ Ермолаева (уйăх каялла çемье çавăрса Соломонова хушамат илнӗ. – Авт.) Савгачево хӗрӗ. Ульяновскри медицина университетӗнчен вӗренсе тухнă хыççăн Аксу район больницине пӗлтӗр августра ӗçе вырнаçнă та тепӗр темиçе уйăхранах хӗрлӗ зонăра ӗçлеме тытăннă

 Çулталăкра вуншар çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă вăл. Паянхи кун та больницăри тепӗр 4 тухтăрпа пӗрле хӗрлӗ зонăра аксусене хăрушă чиртен сиплет.

– Эпир кăçал январь уйăхӗнче мăшăрпа иксӗмӗр те ковид чирӗпе хытă чирлесе Аксу район больницинче выртса тухрăмăр. Пӗр уйăх кӗрешрӗмӗр çак хăрушă чирпе, больницăн хӗрлӗ зонинче тухтăрсем пӗр минута та тимлӗхсӗр хăвармарӗç. Аксу районӗн больницин мӗнпур медперсоналне, уйрăмах Екатерина Олеговна Ермолаева çамрăк тухтăра, Елена Николаевна Яругина медицина сестрине хамăра сыватнăшăн ырă сăмахсем каласа тав тăватпăр.

Çирӗп сывлăх, çăмăл мар ӗçӗрте ăнăçу сунатпăр, – çакăн пек сăмахсем каласа «Сувар» хаçат урлă тав тăваççӗ Аксу районӗнчи Павловсем хăйсене сыватнă тухтăрсене.
Хӗрлӗ зонăра ӗçлекен медицина ӗçченӗсем чăнах та паянхи кунăн паттăрӗсем. Хăйсен пурнăçне шеллемесӗр ыттисене çăлса хăварас тесе тăрăшаççӗ. Коронавирус инфекцийӗ вара чакма шутламасть-ха.
Екатерина Олеговна каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Аксу районӗнче​ больницăна куллен ӳт температури хăпарнă 40-50-ран кая мар çын пулăшу ыйтса килет. Илнӗ ПЦР- тестсене Хусана янă хыççăн результатсем 3-7 кунран паллă пулаççӗ. Çак 40-50 çынран кашнин коронавирус мар, паллах, сезона кура ОРВИпе, гриппа чирлеççӗ. Анчах COVID-19 инфекцине çаклатнисем те Аксу районӗнче сахал мар. Пӗлтӗр ытларах аслă çултисем хӗрлӗ зонăна лекнӗ пулсан, халӗ –​ 40-50 çултисем. Ачасем те пур. Çавăнпа тухтăр «Сувар» вулаканӗсене харпăр гигиенăна çирӗп пăхăнса алла супăньпе тăтăш çумаллине, обществăлла вырăнта, транспортра маска тăхăнмаллине, халăх нумай пухăнакан вырăнсене питех тухса çӳремелле маррине тата вакцинаци иртмеллине аса илтерчӗ. Хӗрлӗ зонăсенче ӗçлекен тухтăрсен сӗнӗвӗсем ячӗшӗн каланă сăмахсем мар, чăн лару-тăрăва вӗсенчен лайăх пӗлекенсем çук. Эппин, коронавирус инфекцийӗ тӗнчипех алхаснă вăхăтра интернетри блогерсене мар, тухтăрсене итлесе пӗтӗмлетӳсем тумалла.

Ирина КУЗЬМИНА.

Е.Соломонова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев