Сувар

Паянхи кунăн Ӗç Паттăрӗ – чăваш

Элмет чăвашӗн технологийӗ нефть отраслӗнче ӗç хăвăртлăхне 15 процента ӳстерме май парать. Çакăн пек ăсталăхшăн тивӗçнӗ те вăл «Раççей Федерацийӗн Ӗç Паттăрӗ» хисеплӗ ята.

Элмет районӗнчи Патраклă чăвашӗсен пирӗн мăнаçланмалăх ентешсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри – Раççей Федерацийӗн Ӗç Паттăрӗ Иван Ухливанович Айдуллин. 1951 çулхи мартăн 13-мӗшӗнче çуралнăскер, шкултан вӗренсе тухсанах Казахстана кайнă.  Унта бурильщик профессине алла илнӗ. Салтакран таврăнсан Сургутри 1-мӗш номерлӗ буруправление бурильщик пулăшаканӗ пулса ӗçе вырнаçнă.
Ӗçре чăваш каччи ăсталăхпа палăрать. Хăйӗн участокӗнче вăл çӗр сийӗсене пăраласа шăтарас ӗçе лайăхлатакан çăмăллăхсем шутласа кăларма тытăнать. Хаяр климат условийӗсенче Хӗвеланăç Çӗпӗрти нефтьпе  газ вырăнӗсене «ӗçлеттерме» пуçлакансем чăн-чăн паттăрсем.
«Сургутнефтегазра» скважинăсене тӗпрен юсакан управленире мастер пулса ӗçлеме тытăнсан унăн рационализатор ăсталăхӗ тата ытларах палăрма пуçлать. Айдуллинăн бригади пысăк тарăнăшлă скважинăсене горизонтлă технологипе усă курса юсама тытăнать. Çак операцисем тӗнчери сервис компанийӗсен çитӗнӗвӗсенчен те ирттернӗ. Иван Айдуллинăн профессионаллă çӗнӗлӗхӗсем скважинăсене юсас вăхăта 15 процента чакарма пултарнă. Вăл ӗçе кӗртнӗ технологисем нефтьлӗ вырăнсенчен ытларах «хура ылтăн» уçласа илме май панă. Çакă Раççейӗн çутçанталăк пуянлăхӗсене эффективлăн усă курма май парать.
2014 çулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче Иван Ухливановича «Раççей Федерацийӗн Ӗç Паттăрӗ» хисеплӗ ята парасси çинчен РФ Президенчӗ указ кăларать.

Тăван ялӗнче час-часах пулаймасть пулин те, И.Айдуллин çу кунӗсенче çуллен кунта килсе кайма май тупма тăрăшать. Хальхинче те Патраклăри Лешайкки кассисем ентешне кӗтсе илме лайăх хатӗрленчӗç. Тутарстан Республикин кунне тӗл килнӗрен, тӗлпулу пысăк уява çаврăнчӗ. Иван Ухливановича  курма пӗтӗм кас пуçтарăнчӗ. 40 çул ытла «хура ылтăн» кăларакан паттăр хăй пурнăçӗ çинчен каласа пачӗ. Ваттисем ăна малашне те çитӗнӳсем тума пехиллерӗç, çамрăксем юрă-ташăпа савăнтарчӗç.
Людмила САВАСТЬЯНОВА. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: