Паянтан Тутарстанра 2800 ытла суйлав участокӗ ӗçлет
Ыттисемпе пӗрле роддомсенче, больницасенче, санаторисемпе следстви изоляторӗсенче уçăлнă вăхăтлăх суйлав участокӗсем те ӗçлеççӗ. Вăхăтлăх участоксем çавăн пекех Халăхсем хушшинчи «Казань» аэропортра, «Казань-1» чукун çул вокзалӗнче уçăлнă.
Енчен те республикăра пурăнакан хăйӗн участокӗн номерне пӗлмест пулсан, вăл ăна Раççей ТСК (Тӗп суйлав комиссийӗн) электронлă сервисӗсем тата «Мой избирательный участок» Telegram-бот пулăшнипе тупаяççӗ.
Тутарстан ТСК кăтартăвӗсемпе, участоксенчен 98 процентӗнче видеосăнав пур. Камерăсем сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче тăтăшах ӗçлӗç. Трансляци Республикăри общество сăнавӗн центрӗнче пырӗ, унта видеосемпе общество организацийӗсен, партисен представителӗсем сăнама пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев