Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан Тутарстанри вăрмансене машинапа кӗме юрамасть

88001009400 - вăрманта вут тухнине курсан шăнкăравламалли телефон

ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Ильгизар Зарипов пӗлтернӗ тăрăх, шăрăх çанталăка пула пушар ан тухтăр тесе июлӗн 15-мӗшӗнчен Тутарстанра 21 кунлăх вăрмансене кӗме юраман режим кӗртӗнет. Ăна ТР Министрсен Кабинечӗ йышăннă.

Хальхи вăхăтра Тутарстанра пушар хăрушлăхӗн 4-мӗш класне кӗртнӗ. Пурӗ вӗсем 5. Хăрушлăх класӗ 2-3-мӗшне чакас пулсан, режима çемçетме те пулать. Анчах хальлӗхе ун пирки калаçу çук-ха.

Вăрмансене машинапа кӗме юрамасть. Çакнашкал чарăва республикăра 2010 çултанпа кӗртеççӗ. ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви вăрмансене машинапа кӗме пӗлтӗр кăна чарманччӗ.

Вăрманти 10 пушартан 9-шӗ çын айăпӗпе пулса иртет. Çӗр чăмăрӗн ӳпкисене çухатмалла мар. Экологи капла та аванах мар, çанталăкӗ те чикӗсӗрлӗхпе уйрăлса тăрать. Çавăнпа та йӗрке çирӗппичен тӗлӗнме кирлӗ мар.

Вăрманта çырла, кăмпа пуçтаракансене штраф памаççӗ, анчах унта кăвайт чӗртсен – явапне туллин тытма тивӗ.

ТР Вăрман хуçалăх министерстви пысăк тиражпа вăрманта мӗнлерех асăрханмалли çинчен агитаци хучӗсем кăларнă. Вӗсене вăрманçăсем кашни ял хутлăхне çитернӗ. Унсăр пуçне вăрмана кӗрекен кашни вырăнта асăрхаттару плакачӗсем вырнаçтараççӗ.

Вăрманта кăвайт чӗртекенсене тытма пултаракансем çителӗклӗ. Тутарстанра çакнашкал инспекторсем 678 çын. Вӗсем вăрманçă обмундированийӗпе çӳреççӗ. Палах, уостоверенисем те пур вӗсен.  

РФ Административлă Кодексăн 8.32 статьйипе килӗшӳллӗн вăрман инспекторӗсем вăрман йӗркине пăснăшăн акт çырма пултараççӗ. Çав акт тăрăх çынна штраф парăнать. Пушар хăрушсăрлăхӗн йӗркисене пăсакансене 3 пин тенкӗ таранччен штраф параççӗ, должноçри çынсене – 20 пин, юридици сăпачӗсене –200 пин тенкӗ таранччен.
Вăрмансенчи лару-тăрăва космосран сăнаса тăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев