Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗччен ӗҫлекенсен тупӑшӗ ӳссе пырать

Тутарстанра вӗсен шучӗ 102435 ҫынна ҫитнӗ

Тутарстана регистрациленнӗ хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенсем пурӗ 16,8 млрд тенкӗ тупӑш ӗҫлесе илнӗ. Ҫакӑ 2021 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗ тӗлне вӗсен шучӗ 102435 ҫынна ҫитнипе ҫыхӑннӑ.

ТР Экономика министерстви самозанятыйсене парӑнакан тӗрев мелӗсем ҫинчен аса илтерсех тӑрать. 2020 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа профессионаллӑ тупӑшран налог тӳлекенсене ятарлӑ "Самозанятые" микрозайм парӑнать.
Заемщиксем ҫулталӑка 6 процентпа 500 пин тенкӗ таранччен 24 уйӑха профессионаллӑ ӗҫ-хӗлне аталантарма укҫа илсе тӑма пултараҫҫӗ. ТР Гаранти фончӗ микрозайм суммин ҫуррин поручителӗ пулать.
Тутарстанри самозанятыйсем "Мой бизнес" центрти "Проверенный бизнес" интернет-ресурсӗн специалисчӗсенчен информаципе консультаци тӗревӗ илме пултараҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем валли вӗрентӳ программисене ӳстерме палӑртнӑ.
Самозанятыйсем усӑ куракан налог режимӗ 2021 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пӑрахӑҫланӑ ЕНВД налогӗн альтернативи пек пулса тӑрать.
Самозанятыйсене тӗрев парас мелсем «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы" наци проекчӗпе те пӑхӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев