Сувар

Пӗчченнисем тинех шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç

Эрнелӗх​ гороскоп 08.11 – 14.11

  ТАКА 21.III – 20.IV

Эрне пуçламăшӗнче мӗн кӗтни пурнăçланманнипе кăштах кăмăл хуçăлӗ, пăртак çухалса каятăр. Эрне варринчен профессире те, харпăр пурнăçра та малашлăхлă майсем уçăлаççӗ. Хăвăр çине явап илме кăна хăрамалла мар. Канмаллисем çулçӳревре иртме пултараççӗ. ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере ӗçлӗ çынсене интереслӗ сӗнӳсем тăвӗç. Кам çине-тӗр ӗçлекенсене тупăш кӳрекен лайăх проект шанса парӗç. Фрилансерсене те ăнать. Таврари çынсемпе кăшт хирӗçме пултаратăр. Эрнекунхи кӗтмен сюрприз ăна çиччас мантарӗ. Тăвансемпе хăнана кайни кăмăла çӗклӗ.​ ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне варринче парăма тавăрса парӗç е пысăк тупăшлă ӗç сӗнессе кӗтӗр. Эрнекунран пуçласа вырсарникунччен тӗрлӗ проблемăсем пулӗç, ӗçри ăнланманлăхран пуçласа çемьери çынпа хирӗçесси таран. Укçа-тенкӗ те çитсе пымӗ. Айăпӗ йăлтах хăвăрта. Юратура вара ăнать, сирӗн çине интересленсе пăхакансем çителӗклӗ.

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрне килти харкашупа е пуçлăхпа вăрçăннинчен тытăнма пултарать. Ытлашши ан кулянăр, чире кайма пулать. Эрне варрине лару-тăру майлашăнӗ. Эсир тахçантанпа ырми-канми ӗçлетӗр, канма тăрăшăр. Çемьепе ăçта та пулин пӗрле кайса килӗр, пӗр-пӗринпе чунтан калаçăр, ку сире халӗ пуринчен те кирлӗрех.​ ​ ​

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Кӗрхи лăпкă та тӳлек тапхăр. Эрне варринче укçа илетӗр. Çемьери хутшăнусем ырă. Вăй-хал çителӗклӗ, энерги нумай, ăна кирлӗ ӗçе ярăр. Спортпа аппаланни, уçăлса çӳрени сывлăхшăн усăллă пулӗ. Юратури вӗри туйăмсем çӗклентереççӗ. ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Пур енчен те ăнса пырать. Сахал ӗçлесех пысăк укçа илме май пур. Юратнă çын та кӗтмен çӗртен савăнтарӗ. Сывлăх кăна кăшт айванрах, шăнасран асăрханăр. Хăш-пӗр çыннăн çитменлӗхӗсем хытă тарăхтарсан та хаярланса ан кайăр. Канмаллисене килти ӗçпе ирттерӗр. ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Тӗрлӗ йывăрлăха тунтикунах хатӗр пулмалла. Ӗçре йăнăш тунăшăн е вăхăтлă пурнăçламаншăн выговор пама пултараççӗ. Айăплă пулсан йăнăша тӳрлетӗр, çук-тăк хăвăра кӳрентерме ан парăр. Пӗр-пӗр мероприятире интереслӗ паллашу пулӗ. Канмаллисене çутçанталăкпа киленсе ирттерӗр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сирӗн ăнăçăва çăлтăрсем те ăмсанӗç. Эсир кирлӗ вăхăтра, кирлӗ çӗрте пулса авторитетлă çынсемпе усăллă çыхăнусем йӗркелетӗр. Юратура та пӗр çын пуçне кăна мар çавăратăр. Анчах мăнкăмăлланса кайса ытти çынна хурласран, критиклесрен тытăнса тăрăр. Унсăрăн тăшмансен шучӗ ӳсме пултарать. Юлташсене хăнана чӗнӗр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Тунтикунах интереслӗ те перспективлă ӗç сӗнме пултараççӗ. Ытларикун тахçанхи пӗлӗшпе ăнсăртран тӗл пулатăр. Эрне варринче финанс операцийӗсене ан хутшăнăр, сӗнекенсем шулӗксем пулма пултараççӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен ушкăнпа каниччен канмаллисене килте ирттерӗр, çемьепе кино пăхăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Сире ӗçре те, юратура та, спортра та ăнать. Эсир хăвăра шанма пуçланине ыттисем те асăрхӗç. Эрне варринче шăпаллă йышăну тума тивет. Хăвăра кăна шанăр, пӗлнӗ-пӗлмен çын канашне ан итлӗр. Хуçăлса ӳкесле ан ӗçлӗр, ку усă вырăнне сиен çеç кӳрӗ. ​

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Çынпа çăмăл хутшăннине кура çак тапхăрта тӗрлӗ пулăмсем, пӗлтерӗшлӗ улшăнусем пулӗç. Сывлăх çирӗп. Тахçантанпа юратса пурăннă çын тинех сире асăрхӗ. Хăш-пӗрне инçетрен ырă хыпар çитӗ. Канмаллисенче хăнана чӗнме пултараççӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере эсир çăлтăрсен юратнă палли. Ӗçри лару-тăру çирӗп, юрату шайлашупа савăнтарать, укçа-тенкӗ проблеми те пăхса та курăнмасть. Пӗчченнисем тинех шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç. Канмаллисем тахçанах ырă улшăнусем кӗтекенсене кӗтмен парне тăвӗç. Çаксем йăлт пурнăçланччăр тесен сирӗн тинех йăнăш тăвасран хăрамасăр туллин пурăнма тытăнмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: