Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗчӗк датчик этем пурнăçне сыхласа хăвараять

Кăçалхи 10 уйăхра Республикăра 5021 пушар тухнă. Вӗсенче 115 çын вилнӗ, ку кăтарту пӗлтӗрхинчен 14,5 процент ирттерет. 17 муниципалитетра ку енӗпе начар статистика.

ТР МЧС-ӗн Тӗп управлени начальникӗн Рафис Хабибуллинăн сăмахӗсемпе, пушарсене хирӗç кӗрешекенсене вăйлатса хальхи техникăпа тивӗçтернипе кăна пушарсен шутне чакарма çук. Ку вăл пушар расчечӗсем хăвăртрах килсе çитесси çине çеç витӗм кӳрет.
«Çунса вилнисен 90 проценчӗ пурнан çуртсенче пулнăран, ӗçри тӗп пусăма эпир республика гражданӗсемпе профилактика ирттересси çине тăватпăр», – тенӗ вăл ТР Правительствин ларăвӗнче.

Рафис Хабибуллин çавăн пекех 2016 çулта Тутарстен ертӳçисем пушар çинчен пӗлтерекен автономлă хатӗрсене ытлă-çитлӗ пурăнман граждансен хваттерӗсене вырнаçтарас сӗнӗве тӗрев пани çинчен те каланă. Паянхи кун республик абюджечӗ шутӗнчен 20 пин килçуртра 75 пин сигнализатор вырнаçтарнă. Çак çуртсенче пурăнакансем пушарсенче çунса вилнине палăртман.
Извещательсене вырнаçтарас ӗç малалла пырать. Пӗр аппаратăн хакӗ 250 тенке яхăн. Паянхи куна çынсем хăйсен шутӗнчен 7118 сигнализатора хăйсен шутӗнчен илсе вырнаçтарттарнă.

Канашлăва хутшăннă Рустам Минниханов «Татмедиа» агентствона халăха пушар хăрушсăрлăхӗ пирки информаци парас ӗçе вăйлатма хушнă. «Вăл пысăках укçа мар. Кашнийӗн килӗнче çакăн пек хатӗре вырнаçтармалла. Пӗчӗк датчик этем пурнăçне сыхласа хăвараять», – тесе каланă ТР Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев