Сувар

Пӗчӗк хупахсенче эрех сутма чараççӗ

Эпир республикăри хуласемпе районсен ертӳçисемпе тӗплӗ ӗç илсе пытăмăр

Тутарстанри нумай хваттерлӗ çуртсенче тата вӗсен çумӗнче вырнаçнă обществолла апатлантару вырăнӗсен лаптăкӗ 50 тв.метртан сахалтарах пулсан, унта эрех-сăра сутма юрамасть. Çакăн çинчен калакан закона ТР Патшалăх Канашӗн 12-мӗш ларăвӗнче йышăннă.

«Предлагается установить ограничения на розничную продажу алкогольной продукции в объектах общественного питания, расположенных в многоквартирных домах и на прилегающих к ним территориях общей площадью зала обслуживания посетителей менее 100 кв. метров в моногородах с численностью населения свыше 500 тыс. человек. В Татарстане таким городом является Набережные Челны. И менее 50 кв. метров — для всех муниципальных образований республики», — тесе каланă парлментри экономика, инвестицисен тата услам ӗçӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ Ринат Гайзатуллин.

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухмаетшин сăмахӗсемпе, çак ыйту депутатсене те, халăха та кăсăклантарнă. «Эпир республикăри хуласемпе районсен ертӳçисемпе тӗплӗ ӗç илсе пытăмăр, ман шутпа, пурне те çырлахтаракан йышăну турăмăр, – тесе палăртнă вăл. – Ыйту резонансӗ пысăк пулчӗ. Ăна сӳтсе явма эпир муниципаллă йӗркеленӳсенчи депутатсен корпусне явăçтартăмăр».

Республика парламенчӗн июнӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ 10-мӗш ларăвӗнче «О дополнительных ограничениях времени, условий и мест розничной продажи алкогольной продукции на территории РТ и признании утратившими силу некоторых законодательных актов РТ», закона пӗрремӗш вулавра йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: