Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПЕДАГОГ-ВЕТЕРАНСЕМ ВАЛЛИ УЯВ

Юпа уйăхӗн 4-мӗшӗнче шкулта педагог-ветерансене хисеплесе, Ваттисен кунне халалласа уяв ирттертӗмӗр. Кăнтăрла иртсен хаваспах пухăнчӗç аслă ăрури çынсем Пухтел шкулне.

Концерт пуçланчӗ. Пухтелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулăн директорӗ Нина Потапова пухăннисене саламларӗ, пурнăçра ырлăх-сывлăх, канлӗ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчӗ. Алена Торгашовăпа Рузалия Тугушева ертсе пынипе 8-мӗш класра вӗренекен А.Волковăпа  Я.Краснова чăваш халăх ташшипе савăнтарчӗç. В.Муллина, М.Филягин, В.Антонов сăвăсем каларӗç,  5–8-мӗш класра вӗренекенсем юрăсемпе савăнтарчӗç. Кашни сăвă-юрă хыççăн куракансем тăвăллăн алă çупрӗç. Уявра вӗрентекенсем чӗннӗ хăнасене нумай ырă сăмах каларӗç, малашне те пулăшса пыма сăмах пачӗç. 

Ваттисен кунне хаваслă, усăллă йӗркеленӗшӗн ветерансем ертсе пыракансене чунтан тав туса ăнăçу сунчӗç.

                                                                                                            

Алена ТОРГАШОВА,

Пухтелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ, директор çумӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день учителя