Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пелагея Жаркова вăрçă вăхăтӗнче тракторпа ӗçленӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тылри пӗтӗм йывăрлăх хӗрарăмсемпе ачасем çине тиеннӗ – ытти чух арçынсем пурнăçланă ӗçе те хăйсенех тума тивнӗ. Вăйпитти арçынсем пурте вăрçăра пулнăран хӗрарăмсен тракторпа та ӗçлеме тивнӗ ун чух.

Акă Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ Пелагея Жаркова та вăрçă çулӗсенче Буденный ячӗллӗ колхозра тракторпа ӗçленӗ. СТЗ тата ХТЗ тракторсемпе сухаланă та, акнă та, тухăçа та пуçтарнă вăл. Час-час ванакан хурçă ута хиртех юсама та тивнӗ çамрăк хӗрарăма. 

Пӗррехинче кӗрхи çӗртме сухаланă чух кашкăрпа куçа-куçăн тӗл пулнă вăл. Ун чух кашкăрсем питӗ ӗрчесе кайнă пулнă, çынсенчен те хăраман вӗсем – тăр кăнтăрлах яла та килнӗ. Кабинасăр трактор сухаланă чух пысăк хăвăртлăхпа пыраймасть, ванса чарăнса ларас пулсан мӗн тумалла? Çапах та Турри сыхланă пуль Пăлаки аппана, майӗпен сухаласа пырса ял çывăхнех çитнӗ вăл. Чылай вăхăт хушши трактор хыççăн пынă кашкăр яла кӗме шикленнӗ, çаврăнса вăрманалла утнă...

Пелагея Павловнăн упăшки Лазарь Тихонович Павлов вăрçăра  пуç хунă. Вăрçă хыççăн вăл Беловка ялӗн çыннине, фронтран таврăннă Кузьма Степанович Жаркова качча тухнă, колхозра ӗçленӗ. Пелагея Павловнăна «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче ырми-канми ӗçленӗшӗн» медальпе наградăланă. 

8 ача çуратса ӳстернӗ Жарковсем. Мăшăрӗ çӗре кӗрсен Пелагея Павловна нумай çул пӗчченех пурăннă килӗнче, ӗне те усранă. Ачисем хăйсем патне пурăнма илсе каясшăн пулсан та вăрахчен килӗшмен. Ватăлса çитсен кăна кӳршӗ ялти хӗрӗ патӗнче пурăннă вăл. Пелагея Павловна 2016 çулта  97 çула çитсе çӗре кӗчӗ. Ăна Беловка масарӗнче пытарнă. 

 

Сергей УЛАНОВ.

Аксу районӗ,

Беловка.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ВОВ труженицы тыла 80-летие Великой Победы