Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пенсисемпе социаллă пособисене ӳстереççӗ

Çы­вăх вăхăтра çӗршывра социал­лă пособисемпе пен­сисене индексацилеççӗ. Çа­кăн пирки Раççей Президенчӗ Владимир Путин Закон кă­ла­ракансен канашӗн пайта­шӗсемпе тӗл пулсан каланă. Çавăн пекех бюджет сферинче тăрăшакансен ӗç укçине те ӳстерме палăртнă. Президент парламентарисене правăлла механизмсене тӗплӗн пăхса тухса шута илме тата кирлӗ тӳрлетӳсем кӗртме хушу панă.

Тутарстан «Георгий хă­йă­­вӗ» акцие хутшă­нать. Хусанти Г.Камал ячӗл­лӗ театр умӗнче «Волон­теры Победы» юхăм хастарӗсем Георгий хăйăвӗ валеçме пуç­ланă. Астăвăм паллине вӗсем майăн 9-мӗшӗчченех сала­тӗç. «Акци республикăн кашни районӗпе хулинчех иртет. Çӗнтерӳ ку­нӗччен волонтерсем 250 пин ытла хăю салатӗç», – тет «Пат­риот» Республика центрӗн директорӗ Д.Литвинов. 

Георгий хăйăвне валеçес ӗçе çавăн пекех çарпа патриот, çамрăксен  организацийӗ­сем, шкул ачисемпе студентсем те хутшăнаççӗ. Хăйăва çынсене панă май вӗсем ăна мӗнле тӗрӗс çакса çӳремелли пирки ăнлантараççӗ. «Волонтеры Победы» юхăм хастарӗ Е.Маховицына каланă тăрăх, Георгий хăйăвӗ ветерансене хисепленине, вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине астунине кăтартать. Анчах та нумайăшӗ ăна тӗрӗс мар çакса çӳрет – сумка, алă е тата машина çине çыхса хурать. Ку тӗрӗс мар. Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле. Вăл илем хатӗрӗ мар, Аслă Çӗнтерӗвӗн, пирӗн халăхăн паттăрлăхӗн палли.  

 

Айгиз Баймухаметов хăнана килчӗ. Ку эрнере «ТАТМЕДИА» акционерла обществăна кӗрекен «Казан утлары» (Хусан çутисем) литература журналӗ хăйӗн 100 çулхи юбилейне чаплăн паллă турӗ. Журнал редакцийӗнче ӗçлекенсене саламлама Кабардино-Балкарире, Карачаево-Чаркессире, Кăркăсстанра, Казахстанра, Якутире, Пушкăртстанра, Азербайджанра тухса тăракан журналсен тӗп редакторӗсем килнӗччӗ. Çав шутра «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ, «Ан хăвар, анне», «Юмахсăр ачалăх» тата «Урам ачисем» повеçсен авторӗ, Пушкăртстан çамрăкӗсен «Шонкар» журналӗн тӗп редакторӗ Айгиз Баймухаметов та пулчӗ. Юбилее килнӗ хăнасен программин кашни минутне шута илнине пăхмасăрах юлташăмăр «Сувар» редакцине кӗрсе тухма вăхăт тупрех. Тавах Айгиз Гиззатовича пире хисеп тунăшăн! Малашне те туслăн ӗçлеме калаçса татăлтăмăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев