Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Перчеткесене хыврăмăр, маскăсене – çук-ха

Августăн 17-мӗшӗнчен Тутарстанра театрсем, кинотеатрсем, цирк, концерт залӗсем тата аквапарксем ӗçлеме тытăнаççӗ

Тутарстан чарусене сирес виççӗмӗш тапхăра куçни çинчен ТР Президенчӗ Рустам Минниханов шăматкун Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.  

«Эпир виççӗмӗш тапхăра куçнинче Сывлăх сыхлав министерствин тата Роспотребнадзорăн лайăх ӗçӗ тата пирӗн муниципалитетсен пысăк тӗревӗ палăрать. Коронавирус теми кун поветскинчен ниçта та каймасть, эпир майӗпен чарусене илсе пыратпăр», – тенӗ Рустам Минниханов.

Августăн 17-мӗшӗнчен лавккасемпе тарнспортра перчеткесем тăхăнмасан та юрать. Алăсене тасатмалли хатӗрсем пур çӗрте те çуккине те ăнланаççӗ влаçсем, çапах та çынсем ыйтнине тивӗçтернӗ. Çав вăхăтра маскăсене çаплипех тăхăнса çӳремелле пулать.

Августăн 17-мӗшӗнчен Тутарстанра театрсем, кинотеатрсем, цирк, концерт залӗсем тата аквапарксем ӗçлеме тытăнаççӗ. Вӗсене 50 процента кăна тултармалла. Унсăр пуçне паянтан массăллă мероприятисене уçă лаптăксенче те, пӳлӗмсенче те ирттерме юрать. Уçă лаптăксенче 100 çынран ытларах пухăнмалла мар, пӳлӗмсенче çур зал кăна тулмалла. Çавăн пекех спорт мероприятийӗсене те куракансене кӗртме пуçлаççӗ. Спортзалсем лармалли вырăнсен 25 процентӗнчен ытларах тулмалла мар. Ресторансенчи банкетсенче çынсен шучӗ 50 çынран иртмелле мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев