Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пĕрле пулсан, эпир вӑйлӑ!

Çӗпрел районӗн пуçлӑхӗ Марат Гафаров район делегацийĕпе пĕрле ятарлӑ çар операцийӗн зонинче пулса курнӑ, унта ентешӗсемпе тӗл пулнӑ. Кун пирки вӑл хăйĕн Telegram-каналĕнче пĕлтернĕ.

«Хамӑрӑннисемпе тӗл пултăмăр, вӗсем валли пухнӑ гуманитари пулӑшӑвне çитертĕмĕр. Атьсем пире питӗ хапӑл кĕтсе илчĕç. Пирӗн ентешсем пӗтӗмӗшле çӗнтерӗве хӑйсен тӳпине хывакан кашни çынна пысӑк тав сӑмахӗ калама хушрĕç», — тесе пӗлтернӗ район ертӳçи.

«Водительсене пурне те пысӑк тав. Çул инçе пулчӗ. Малашне те хамӑр атьсене пулӑшăпăр», — каласа хăварнă Марат Ринатович.

«Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухакан районти кашни çынна, предприятисене, организацисене, учрежденисене тата волонтёрсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Çак пулӑшу çӗнтерӳ çулӗ çинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл фронт линийӗнче кӑна мар, тылра та йӗркеленет-çке.

Тавах кашни ҫынна. Пĕрле пулсан, эпир вӑйлӑ!» — тав тунă кăшт маларах район пуçлăхĕ аякра юлман район çыннисене хӑйӗн социаллӑ сечӗсенче.

Сăнӳкерчĕксем М.Гафаров "ВКонтактери" страницинчен.

 

Контракт мелӗпе службӑ пирки, çавӑн пекех премисем, çӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем пирки https://heroes-tatarstan.ru/  сайтра е 117 телефонпа ытларах пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем