Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Петарди те хаклӑ, штрафӗсем те

Тутарстанра 2021 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗччен пиротехникӑпа усӑ курма чараҫҫӗ

 Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Алексей Песошин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ постановлени тӑрӑх, декабрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 10-мӗшӗччен республикӑра пиротехникӑпа усӑ курма юрамасть.

Пушара хирӗҫ режим пынӑ хушӑра хӑрушлӑх тӗлӗшӗнчен 1-мӗшӗнчен пуҫласа 3-мӗш клас таранчченхи пиротехникӑпа усӑ курма юрамасть. Ҫапах пуҫлӑхсем пире пачах та уяв атрибучӗсемсӗр хӑвармаҫҫӗ,  бенгальский огонь ҫунтарма тата хлопушка шаплаттарма юрать.

Промышленность предприятийӗсенчен, транспорт инфраструктуринчен, топливопа энергетика комплексӗсенчен 500 метрлӑ хутлӑхра петардӑсемпе фейерверксем сирпӗтме юрамасть, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, ял хӳҫалӑх объекчӗсенчен, ҫынсем йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенчен, автоҫулсенчен – 50 метрта.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев