Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Петр Дементьев – Пăва уесӗнче ӳснӗ министр

1953 çулта П.В.Дементьева СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулма çирӗплетеççӗ. Çак яваплă должноçра вăл 1977 çулччен – хăй виличчен ӗçленӗ. «Петр Великий» çирӗп характерлă пулнă, тӗрӗслӗхе юратнă. Вăл хăйӗн отрасльне çав тери лайăх пӗлнӗ, çакна тӗрлӗ заводсенче тăрăшакан нумай рабочие ятранах пӗлни те çирӗплетет. Çав вăхăтра пурăннă çынсем каланă тăрăх, Петр Васильевич кăкăрӗ çинче нихăçан та наградисене çакса çӳремен. Унăн нимӗнле хурал та пулман, йывăр ӗç кунӗ хыççăн каçсерен вăл урамра пӗчченех уçăлса çӳреме юратнă – çапла чунне лăплантарнă. Министрăн юратнă каларăшӗсенчен пӗри çакă пулнă: «Требуй от жизни невозможного – и получишь максимум».

Январӗн 24-мӗшӗнче пирӗн ентеш, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ, генерал-полковник-инженер Петр Васильевич Дементьев çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Нумай çул хушши тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна тăхăр хутчен Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав, I степеньлӗ Кутузов, II степеньлӗ Суворов, икӗ Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗсемпе, «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» тата ытти медальсемпе наградăланă. 1953 çулта вăл Патшалăх премийӗн лауреачӗ пулса тăнă, СССР Аслă Канашӗн икӗ пухăвӗн депутачӗ, КПСС Тӗп комитечӗн пайташӗ пулнă. Ун пирки пӗтӗм çӗршыв пӗлет.

Дементьевсем Упине куçса килни

Ӗлӗкрех кӗнекесемпе журналсенче, энциклопедисенче вăл Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗрекен Упи ялӗнче çуралнă тесе çыратчӗç. Чăннипех çапла-ши ку? Çак ыйтăва уçăмлатас тесе шкулта ачасене истори вӗрентнӗ, Алешкин Саплăк ялӗнче пурăннă хисеплӗ таврапӗлӳçӗ, 7 кӗнеке авторӗ В.Ф.Макаров чăн-чăн тӗпчев ирттернӗ: уйăхӗ-уйăхӗпе Тутарстан Республикин Наци архивӗнчи, Ульяновск облаçӗн Патшалăх архивӗнчи документсене тӗпченӗ. Çав документсене тӗпе хурса Валентин Федорович «Жизнь, отданная авиации» кӗнеке кăларчӗ. Шел пулин те, нумай пӗлекен, сăпайлă та интеллигентлă историк пӗлтӗр вилсе кайрӗ. Анчах та вăл тăрăшни сая каймӗ, унăн кӗнекисем çамрăк ăру валли юлчӗç.
В.Ф.Макаров тӗпчесе пӗлнӗ тăрăх, пулас министр Петр Дементьев 1907 çулхи январӗн 24-мӗшӗнче (кивӗ стильпе январӗн 11-мӗшӗнче) Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗрекен Алешкин Саплăк ялӗнче çуралнă-мӗн. Çакна документсем те çирӗплетеççӗ, ялти ват çынсем те.
Упи ялӗ, историксемпе таврапӗлӳçӗсем çирӗплетнӗ тăрăх, 1658 çулта йӗркеленнӗ. 1847 çулта унта чиркӳ уçăлнă, унтан пасар ӗçлеме пуçланă, трактир та пулнă. Упи пасарне суту-илӳ тума Чӗмпӗртен, Пăваран, Улатăртан тата Хусантан купсасем килнӗ тет. Каярах унта ярмарккăсем иртме пуçланă. Çакă Упи ялне вулăс центрне çавăрма пулăшнă. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем тата мăкшăсем юнашар пурăннă. Кунта Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи кӳршӗлле уессенчен (ытларах Нагаткин вулăсӗнчен) крепостла хресченсем куçса килме пуçланă. XX ӗмӗр пуçланиччен 40 ытла çемье куçса килнӗ.
Степан Игнатьевич Дементьевăн çемйи Упине Петровка (халь вăл ял çук ӗнтӗ) ятлă пысăках мар ялтан куçса килнӗ. Унпа пӗрле арăмӗ тата 6 ачи  – виçӗ ывăл (Михаил, Федор, Василий) тата виçӗ хӗр (Анна, Мария, Варвара) пулнă. Кунта Дементьевсене çӗр уйăрса панă. Çав çӗр çинче вӗсем иртен пуçласа каçчен тăрăшса ӗçленӗ.
Степан Игнатьевичăн ывăлӗ Василий (20.03.1885 – 05.03.1953) 1903 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи икӗ класлă прихут шкулне пӗтернӗ те ăна Алешкин Саплăк ялне ӗçлеме янă. Тин кăна уçăлнă шкулта ӗçлекен пӗрремӗш вӗрентекен пулнă Василий Степанович. Кунта вăл 1903 çултан пуçласа 1920 çулччен ӗçленӗ. 1915 – 1916 тата 1919 çулсенче малтан Пӗрремӗш тӗнче вăрçине, унтан Граждан вăрçине хутшăннă. Демобилизаци хыççăн каллех çав шкула ӗçлеме таврăннă вăл.
1906 çулта çамрăк учитель авланнă, кӳршӗ ял хӗрне Елена Герасимовнăна качча илнӗ. Вӗсем шкул хваттерӗнче 1920 çулхи çуллаччен пурăннă. Çакăнта вӗсен виçӗ ывăлпа икӗ хӗр çут тӗнчене килнӗ.

Ачалăх

Упи ялӗн 1901 – 1908 çулсенчи метрика кӗнекинче акă мӗн çырнă (Тутарстан Республикин Наци архивӗ, 4 фонд, 11 опись, 152-мӗш ӗç): «24 января (11 января по старому стилю) 1907 года у учителя церковно-приходской школы деревни Алёшкина-Саплыга Убеевской волости Буинского уезда Симбирской губернии Василия Степановича Дементьева, уроженца деревни Петровка Нагаткинской волости Симбирского уезда Симбирской губернии и законной его жены Елены Герасимовны, уроженки села Ново-Ильмового Куста Убеевской волости Буинского уезда Симбирской губернии родился сын Пётр. При крещении в церкви села Убеи его восприёмниками (т.е. крёстным отцом и крёстной матерью) стали Фёдор Герасимов, уроженец села Ново-Ильмового Куста, мещанин города Козьмо-Демьянска Казанской губернии и крестьянская девица села Убеи Анна Степановна Дементьева, родная сестра Василия Степановича. Обряд крещения совершили 28 января (по старому стилю) священник Николай Фиалков и псаломщик Кузьма Егоров».
Çакăнта çырнă Ново-Ильмовый Куст текен яла халӗ Çӗнӗ Йӗлмел теççӗ, вăл Çӗпрел районнех кӗрет, Алешкин Саплăкран 9 километрта вырнаçнă вăл. Валентин Макаров хăйӗн кӗнекинче ак çапла çырнă: «Петр Дементьев Упи ялӗнче çуралма пултарайман, мӗншӗн тесен унăн ашшӗпе амăшӗ, Василий Степановичпа Елена Герасимовна, 17 çул хушши Алешкин Саплăк ялӗнче ӗçлесе пурăннă. Кунтах, шкул хваттерӗнче, Петрсăр пуçне унăн шăллӗсемпе йăмăкӗсем – Евгений (1909), Лев (1912), Людмила (1914), Нина (1917) – çуралнă.
Ачисемпе мăнукӗсем те, çывăх тăванӗсем те Петр Васильевич ăçта çуралнине пӗлмен, пӗлме те пултарайман. Хăшӗ-пӗрисем: «Елена Герасимовна йывăр çын чух Алешкин Саплăкра пурăннă, анчах та ачине (Петра) вăл ялта çуратман, Упири земски больницăна килсе çуратнă ахăртнех», – теме пăхаççӗ. Анчах та ку шухăш кăна, çирӗплетӳ мар. Хӗлле, кăрлач сиввинче тата тăмансен вăхăтӗнче, ача çуратма аптранă хӗрарăма 12 çухрăмри больницăна леçме никамăнах та хăюлăхӗ çитмен пулинех. Тепӗр тесен Кивӗ Çӗпрелӗнче тепӗр земски больница пулнă, вăл икӗ хут çывăхрах Саплăка.
Тепӗр асăрхани: ялсенче XX ӗмӗр пуçламăшӗнче мар, самай каярах та хӗрарăмсем килтех ача çуратнă, таçта çити больницăна каясси асра та пулман вӗсен».
Петр Дементьев Алешкин Саплăкри прихут шкулӗнче, каярах пуçламăш шкулта 1915 çулхи сентябрьтен пуçласа 1919 çулхи ноябрьччен вӗреннӗ. Малтан ăна ашшӗ вӗрентнӗ, каярах, Василий Степановича вăрçа илсе кайнипе, Александра Афанасьевна Иванова (Дементьева).
Ват çынсенчен ыйтса пӗлнӗ тăрăх, Василий Степанович вӗрентекен чăвашла лайăх пӗлнӗ, ăна сăпайлă, уçă кăмăллă, йӗркеллӗ çын пулнăшăн пурте юратнă. Ялта пулас министрăн ашшӗне «çутта кăларакан» е «иккӗмӗш Иван Яковлев» тесе хисепленӗ. 1920 çулхи çулла Хӗрлӗ Çартан таврăнсан Василий Степановича Упири пуçламăш шкула ӗçлеме куçарнă. Унта вара вăл мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех вăй хунă.
Пулас министр çинчен вара кӗнеке авторӗ çапла çырать: «Петр, хăйӗн шăллӗсемпе йăмăкӗсем пекех, чăвашла çав тери лайăх пӗлнӗ. Çак авалхи чăваш ялӗнче пӗр вырăс та, ытти халăх çыннисем те пулман. Кӳршӗлле Тутар Саплăкӗнче кăна тутар-мишерсем пурăннă. Дементьевсен Упири тăванӗсем Петрпа тӗл пулсан яланах унран çапла каласа кулнă: «Петро, вырăсла мӗнле сăмахсене хуçкаласа калаçатăн эсӗ, лайăхрах калаçма вӗренмелле санăн», – тенӗ.
1919 – 1920 вӗренӳ çулӗнчи иккӗмӗш чӗрӗкрен Петр Дементьев, хăйӗн ашшӗ пекех, Хурăнвар Шăхалӗнчи пуçламăш шкулта вӗреннӗ.

Чӗмпӗрте

Çав 1-мӗш ступеньлӗ шкула пӗтерсен Петр Чӗмпӗре кайнă, икӗ çул заводра ӗçленӗ. 1922 çулта К.Либкнехт ячӗллӗ Индустрипе техника училищин (унчченхи ремесла училищи) механика уйрăмне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ вăхăтра Петр Дементьев хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Патшалăх стипендийӗ илсе тăнă, интернатра пурăннă, ВЛКСМ пайташӗ пулнă. 1927 çулта вӗренсе пӗтерсе техник-механик специальноçне алла илнӗ те малалла вӗренесси пирки шутлама пуçланă.

Мускавра

Вара çак лутра пӳллӗ, сăпайлă 20 çулти каччă Мускава çул тытнă. Тӗп хулари М.Ломоносов ячӗллӗ механика институтне вӗренме кӗнӗ. Шăпах çакăнта авиацие юратма пуçланă та ӗнтӗ вăл. Çамрăк тăрăшнине кура ăна Н.Жуковский ячӗллӗ Сывлăш-çар академине вӗренме куçараççӗ. Диплом илсен 1931 çулта Граждан сывлăш флочӗн наукăпа тӗпчев институчӗн инженерӗ, каярах пай пуçлăхӗ пулма çирӗплетеççӗ.
Пӗррехинче Петров паркӗнче парашютпа сиксен вăл çамрăксен хушшине анса тăрать. Çакăнта вăл хăйӗн пулас мăшăрӗпе, Дон-çи-Ростов хӗрӗпе Дусьăпа паллашнă та. 40 çул ытла килӗштерсе пурăннă вӗсем. Евдокия Петровнăран (1912 – 1996) шанчăклăрах юлташ, тӗрев Петр Васильевичăн урăх пулман та пулӗ.
1933 – 1934 çулсенчи хӗлле «Юнкерс» Германи самолечӗпе Инçет Хӗвелтухăçне тӗрӗслев вӗçевӗ ирттернӗ чух аварие лекнӗ Петр Васильевич. Тухтăрсем тӗрӗслесен унăн ревматизм, шăмă сыпписен шыççи, чӗре чирӗ пуррине палăртнă. Малашне вӗçме юрăхсăр тесе çырса панă.
1934 çулта Петр Васильевич хăйне Тушинăри 81-мӗш номерлӗ авиазавода ӗçлеме куçарма ыйтса çырнă. Кăштахран цех пуçлăхӗ пулса тăнă.
1936 çулхи декабрь уйăхӗнче совет авиаспециалисчӗсен ушкăнне Америкăна янă – самолетсене проектлас, тăвас опытпа паллашма. Çав ушкăнра П.В.Дементьев та пулнă. Океан леш енче вӗсем ун чух пилӗк уйăх пулнă. Петр Васильевич унта вăхăтне ахаль сая яман – тăватă хулăн тетрадь ӳкерсе тултарнă. Сывлăхӗ те лайăхланнă унăн Америкăра – Калифорнин шăрăх климачӗ çурăм ыратнине ирттернӗ, ревматизм çинчен те маннă.
Таврăнсан ăна Мускаври чи пысăк Авиахим ячӗллӗ 1 № авиаци заводне ӗçлеме куçарнă. Çак çамрăк çынсене тӗрлӗ енлӗ интереспа,  техника тӗлӗшпе анлă тавракурăмпа, хуть те мӗнле ыйтăва та тӗплӗн те тарăн пӗлнипе тӗлӗнтернӗ. Çавăнпа та 1941 çул пуçламăшӗнче 34-ри Петр Дементьева СССР авиаци промышленноçӗн наркомӗн пӗрремӗш çумӗ пулма çирӗплетсен никам та тӗлӗнмен.

Вăрçă

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан заводсемпе фабрикăсене хӗвелтухăçнелле куçармалла пулнă. Авиахим ячӗллӗ 1 № авиаци заводне Куйбышев хули (халӗ Самара) çывăхӗнчи Безымянка станцине эвакуацилемелле пулнă. Çак тивӗçе Петр Васильевич Дементьева тума шаннă. Завода çӳллӗ шайра эвакуациленӗшӗн ăна Социализмла Ӗç Геройӗн пӗрремӗш çăлтăрне парса чысланă.
«Унăн вăрçă умӗнхи, унтан вăрçă вăхăтӗнчи йывăр тапхăрсенче ӗçлеме тивнӗ, – П.В.Дементьевăн юбилейне халалласа çырнă, пӗр хаçатра пичетленнӗ статьяра. – Тискер вăрçă вăхăтӗнче Петр Дементьевăн фронт çывăхӗнчи 118 авиазавода Çӗпӗре, Атăл тăрăхне тата Вăтам Азие эвакуацилеме тивнӗ. Вăл авиацие реактивлă машинăсемпе тивӗçтерес, çӗнӗ подотрасле – вертолет тăвассине – хута ярас, трассăсем çине пассажирсем валли тунă реактивлă лайнерсене кăларас, авиаци отраслӗн наукăлла потенциалне ӳстерес (70-мӗш çулсенче вăл тӗнчери авиастроени лидерӗсемпе пӗр ретре тăнă) ӗçсене хастар хутшăннă.
Дементьева шӳтлесе «Петр Великий» тесе чӗннӗ. Кашни шӳтре чăнлăх пайӗ те пуррине пурте пӗлетпӗр: Петр Васильевич чăн та пултаруллă йӗркелӳçӗ, наука тӗлӗшпе малашлăхрине витӗр курма пултаракан инженер, патшалăх шайӗнчи ăслă, çирӗп кăмăллă çын пулнă. Нумай енчен шăпах Дементьева пула иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш çулӗсенчи авиаци промышленноçӗ çӗршыври машиностроенин хăвачӗ пулса тăнă та».
Çӗнӗ министр çумӗ тăрăшнипе çӗршывра самолетсем нумай тума пуçланă. 1942 çулта СССР фронт валли фашистла Германирен 1,9 хут ытларах самолет тунă.

Министр

1953 çулта П.В.Дементьева СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулма çирӗплетеççӗ. Çак яваплă должноçра вăл 1977 çулччен – хăй виличчен ӗçленӗ. «Петр Великий» çирӗп характерлă пулнă, тӗрӗслӗхе юратнă. Вăл хăйӗн отрасльне çав тери лайăх пӗлнӗ, çакна тӗрлӗ заводсенче тăрăшакан нумай рабочие ятранах пӗлни те çирӗплетет. Çав вăхăтра пурăннă çынсем каланă тăрăх, Петр Васильевич кăкăрӗ çинче нихăçан та наградисене çакса çӳремен. Унăн нимӗнле хурал та пулман, йывăр ӗç кунӗ хыççăн каçсерен вăл урамра пӗчченех уçăлса çӳреме юратнă – çапла чунне лăплантарнă. Министрăн юратнă каларăшӗсенчен пӗри çакă пулнă: «Требуй от жизни невозможного – и получишь максимум».
Е.А.Федосеев хăйӗн «Полвека в авиации» кӗнекинче çапла çырать: «Дементьев эри – авиапром историйӗнче чи лайăххи».
Петр Васильевичпа Евдокия Петровна виçӗ ача çуратса ӳстернӗ: Геннадий (1932 – 1996), Елена, Петр (1946 – 2006). Геннадий инженер-конструктор пулнă, «Буран» орбита комплексне тунă çӗре хутшăннă, авиаципе космос наукăпа тӗпчев институтне ертсе пынă. Патшалăх премийӗн лауреачӗ, Социализмла Ӗç Геройӗ. Темиçе орден кавалерӗ. Петр та инженер-конструктор, техника наукисен кандидачӗ, Чернобыль аварине ликвидациленӗ çӗре хутшăннă.
1942 çулта Петр Васильевич ашшӗ-амăшӗ патне Упи ялне килсе кайнă. Вăл ун чух пӗчӗк самолетпа Куйбышевран Хусана вӗçнӗ. Самантпа усă курса вăл летчика ял хӗррине анса ларма хушнă.  Пӗр-ик сехетлӗхе тăван килне кӗрсе тухас, ашшӗ-амăшне курас килнӗ унăн. Анчах та ик сехете мар, икӗ талăках юлнă вӗсем кунта. Çанталăк пăсăлнă та вăйлă çил-тăман тухнă. Çавăн чух вăл хăй çуралса ӳснӗ тăрăхра юлашки хут пулнă.
Петр Васильевичăн Çӗпрел районӗнче Хусанти авиаци завочӗн филиалне уçас шухăшӗ те пулнă. Цех та пулсан. Анчах та çывăхра Сӗве е Сăр пек пысăк юханшыв пулманни ку ӗмӗте пурнăçлама кансӗрленӗ. Вара филиала Пăвара уçас тенӗ.
1975 çулта СССР Министрсен Канашӗн Хушăвӗпе килӗшӳллӗн «Ульяновск хулинче авиаци промышленноçӗн комплексне тăвасси пирки» приказ çине шăпах П.В.Дементьев алă пуснă. Комплекс виçӗ заводран тăнă: самолет тăвакан, агрегат тата приборсем тăвакан.  Планра çавăн пекех станоксем тăвакан, авиаци двигателӗсем кăларакан тата халăх ыйтакан таварӗсем тăвакан заводсем уçасси те пулнă. Петр Васильевич Атăл çинчи хулара Европăри чи пысăк авиаци завочӗ тăвас тенӗ, çамрăк чух ӗç çулне пуçланă, рабочи пӗлӗвӗ илнӗ хулана çапла майпа тав тăвас тенӗ вăл.
Çак тӗлӗнмелле çын, хăйӗн иксӗлми ӗçлеслӗхне, çивӗч ăсне, çине тăраслăхне кура питӗ çӳле çӗкленме пултарнă, унăн патшалăх наградисем те нумай. Анчах та чи пысăк награда вăл хисеплӗ ятсемпе орденсем мар, халăх унăн ӗçне хаклани. Унăн ячӗпе Шупашкарта тата Хусанта урамсем пур, Кивӗ Çӗпрелӗнче – çар техникин паркӗ, Упире – агрофирма тата музей. Мускаври авиаци производство пӗрлешӗвӗ (унчченхи «Знамя труда» завод), Хусанти авиаци колледжӗ ун ячӗпе хисепленеççӗ. Кивӗ Çӗпрелте тата Хусанти авиаци завочӗн Культура керменӗ умӗнче унăн бронза бюсчӗсене лартнă.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Архиври сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей