Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Петӗр Хусанкай çуралса ӳснӗ çуртăн вырăнне асăну хăми вырнаçтарчӗç

Паян элкелсем çинче пысăк яваплăх: Уява чыслă та илемлӗн ирттерсе ямалла.  Хăнасене йышăнакан ял чечек ăшӗнче

Çак тăрăхран аслă поэт тухнине аса илтерсе Сиктӗрме-Хусанкайри Культура çуртӗнчен инçех те мар пысăк гранит чул вырнаçтарнă, ун çине хура чул плита пăрса çирӗплетнӗ, йӗри тавра пӗчӗкрех чулсем. Плита çине шурăпа «Çак вырăнта Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнă тата ачалăхне ирттернӗ пӳрт ларнă» - тесе çырса хунă.

Июлӗн 10-мӗшӗнче çак вырăна регионсенчи тата районсенчи чăваш обществисен ертӳçисем, Пушкăртстанри, Тутарстанри, Самарпа Ульяновск облаçӗнчи, Чăваш Республикинчи чăваш çыравçисем чечек çыххисем хурӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев