Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Петр Плотников: «Кун пек парнешӗн пуҫлӑхсене тав туса пӗтерме ҫук!»

Ҫӗршыври «хальхи шкул» вӗрентӳ программипе килӗшӳллӗн пӗчӗк хуласемпе ялсенче «Ӳсӗм вырӑнӗ (Точка роста)» центрсем уҫӑлаҫҫӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Чистай районӗнчи Анат Кӑтратари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта цифра технологийӗсене алла илме пулӑшакан ҫакнашкал центр уҫӑлчӗ.

1-мӗш класа каякансене саламлама Чистай муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов, районти Вӗрентӳ уйрӑмӗн ертӳҫи Ольга Купцова, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн 1-мӗш ҫумӗ Константин Малышев тата ытти хӑнасем килчӗҫ. Анат Кӑтрата шкулӗн директорӗн Пётр Плотниковӑн сӑмахӗсемпе кӗске вӑхӑт хушшинче 3 вӗрентӳ класне сентябрӗн 1-мӗшӗ валли хатӗрлесе ҫитернӗ. 

"Кун пек парнешӗн пуҫлӑхсене тав туса пӗтерме ҫук! Августӑн 5-мӗшӗнче классене хӑт кӗртме пуҫларӑмӑр, паяна йӑлтах хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Физика, хими, биологи предмечӗсене пирӗн ачасем ҫӗнӗ цифра технологийӗсемпе усӑ курса вӗренме пултараҫҫӗ, электронлӑ микроскоп, шыв анализаторӗ, роботсем ҫинчен эпир ӗмӗтленме те пултарайман. Хальлӗхе таврари пӗр ялта та кун пек оборудовани ҫук, районти пӗртен пӗр чӑваш шкулне ҫакӑн пек тимлӗх уйӑрни пире вӗрентӳ процессне тата та тӗплӗнрех йӗркелеме хистет. Иккӗленместӗп, учительсем те, ачасем те тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем пулаҫҫӗ", - терӗ Пётр Валентинович.

Тулли мар вӑтам шкулта ача нумаях мар. Пӗлтӗр анаткӑтратасем вӗренӳ ҫулне 9-мӗш классӑр вӗҫленӗ. Кӑҫал та 1-мӗш класа 2 ача кӑна килчӗ. Район пуҫлӑхӗн Дмитрий Ивановӑн сӑмахӗсемпе класра ача нумай пулманни индивидуаллӑ вӗрентӳпе танах. Хулари тулли классемпе танлаштарсан ялти ачасем харкам репетиторпа вӗреннӗ пекех пӗлӳ илеҫҫӗ. Ҫакӑ пурпӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене парать.

Ксения Романова сăнӳкерчӗкӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев