Пикесем! Сире саламласшăн чӗре!
Сивӗ хӗл те иртсе кайрӗ, Çутă кун ӳссе пырать. Çывхарса килет уявӗ, Сăмахсем чӗре шырать.
Вăл татах-çке саламласшăн
Çак асамлă уявпа.
Саламласшăн, тав тăвасшăн
Тин çуралнă сăвăпа.
Мăшăра вăл саламласшăн
Хӗрӗме те аннене.
Саламласшăн, тав тăвасшăн
Чи юратнă çынсене!
Тав Турра вӗсем пурришӗн
Пысăк, çутă тӗнчере!
Юрату, хӗвел ăшшишӗн
Тав тăвать ялан чӗре.
Андриян ГРИГОРЬЕВ.
Нурлат.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев