Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИЛӖК ÇУЛТАН КАЛЛЕХ ТӖЛ ПУЛТĂМĂР

Михедюковсен йăхӗнчен тухнисем Якаелне Раççейӗн кашни кӗтесӗнчен пуçтарăнса килнӗ Уяв кӗрлесе иртсе кайрӗ. Анчах та Якаелӗнче пурăнакан Михедюковсен тăхăмӗсен черетлӗ тӗлпулăвӗпе çыхăннă асаилӳсем хальхи пекех куç умӗнче. Çак праçнике ирттерме çанталăкӗ те ятарласа лайăх вăхăт уйăрчӗ темелле. Вырăнти Владимир Акмурзин поэт ятарласа çак пулăм тӗлне сăвă та çырнă:​ Прекрасный летний день дарует встречу – Всех многочисленных потомков предка Михедюка. И солцепек, и предстоящий вечер Настроят лад семейный, званый, тихий...


​Çакăн пек пӗрремӗш тӗлпулу пилӗк çул каялла пулнăччӗ. Шăп çавăн чухне унта килнӗ хăнасем кашни пилӗк çулта пӗрре пӗрле пухăнма калаçса килӗшрӗç те ӗнтӗ. Каланă – тунă. Çавăнпа та кăçалхи тӗлпулăва тахçантанпа, тӗплӗн хатӗрлентӗмӗр.​

Сценарисӗр мӗнле?

Тӗлпулу кунӗнче ир-ирех уяв атмосфери туйăнса тăчӗ: юрă-кӗвӗ янăрарӗ, импровизациленӗ сцена хатӗрлерӗмӗр, сӗтелсемпе саксем лартса тухрăмăр. Чи курăнакан çӗре 10 метр тăршшӗ хут çине пичетлеттернӗ несӗл йывăçне вырнаçтарнă. Кунтах иртнӗ тӗлпулури самантсем сăнарланнă, çывăх çынсен архиври сăнӳкерчӗкӗсенчен тăракан стендсем. Паллах, кунашкал пысăк уява ятарласах сценари те хатӗрленӗ – унсăр мӗнле? Мана мăнукăмсем – уява ертсе пыракан Каринăпа Катя Питубаевăсем – пулăшаççӗ, вӗсем иртнӗ тӗлпулуранпа самай ӳснӗ ӗнтӗ. Сăмахсем каланă хыççăн юрăсем янăраççӗ, Çырчаллинчен килнӗ Регина Михедюкова та хутшăнать юрлама. Сценка та хатӗрленӗ, сăвăсем те янăрарӗç. Паллах, пиртен уйрăлса кайнă тăванăмăрсене асăнса пӗр минут шăп тăма та манмарăмăр. Метроном сасси вӗçсӗр пекех туйăннă самантра кашни хăйӗн ку тӗнчерен кайнă çывăх çыннине аса илчӗ пулӗ...​

Хăнасем пӗрин хыççăн тепри килсех тăчӗç. Тăвансем Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуçтарăнчӗç: Санкт-Петербургран, Мускавран, Ульяновскран, Кирсран, Самар облаçӗпе юнашар ялсенчен. Пухăннă çынсем чылайччен сăнӳкерчӗксене пăхса киленчӗç, иртнине аса илсе пӗр-пӗринпе ăшшăн калаçрӗç. Пӗр стенд çине 8-мӗш класра вӗренекен Карина Питубаеван «География и экология в школе 21 века» журналта пичетленнӗ «Пирӗн тăрăхри халăхсен йăли-йӗрки» тӗпчев ӗçне вырнаçтарнă. Хăнасем унпа пысăк интереспа паллашрӗç, кашниех хăйшӗн çӗннине пӗлчӗ. Михедюковсен тăхăмӗсем Раççейӗн кашни кӗтесӗнчех пурăнаççӗ темелле. Уява килме йыхрава тахçанах янăччӗ, тăвансем хăйсен отпускӗсене маларах планласа хуччăр терӗмӗр.​

Ялан таçта васкатпăр

Ман шутпа, çакăн пек тӗлпулусем паян питӗ кирлӗ. Çынсем ялан таçта васкаççӗ халь, социаллă сетьсемпе телефон пирӗн вăхăта самай илеççӗ. Хăш чухне тăвансемпе кăна мар, хамăр ачасемпе те калаçма вăхăт çитмест. Ӗлӗкрех пирӗн атте-аннесем тăвансемпе час-час курса калаçнă, пӗр-пӗрин патне хăнана çӳренӗ. Вӗсен те ӗçӗ сахал пулман вӗт.​

Самантлăха та пулин хамăра лайăх пулнă тапхăра – ачалăха – аса илсе ун ăшне путас килет. Тепӗр сăлтав – хамăрăн йăх-несӗлпе пурне те тӗплӗнрех паллаштарасси. Несӗл йывăççине хатӗрлеме нумай тăрăшма тиврӗ. Çавăн чухлӗ вăй хурса хатӗрленӗ япалан сентре çинче тусанланса выртмалла-им-ха? Виççӗмӗш сăлтав – тăвансемпе пӗрле пӗр сӗтел хушшине пуçтарăнса хаваслă уяв йӗркелесси.​

Мероприяти пуласси пирки ял хутлăхӗн пуçлăхне Х.Х.Хамидуллина маларах пӗлтерсе хунăччӗ, хăнана чӗннӗччӗ. Вăл йыхрава хаваспах йышăнчӗ, уява пуçтарăннă тăвансене чӗререн саламларӗ, ял пурнăçӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗ.​

Ман шутпа, хăйӗн йăх-несӗлӗ пирки кашни çыннăнах пӗлмелле, хăй пӗлнине çамрăк ăрăва каласа памалла. Ӗлӗкрех çынсем хăйсен мăн-мăн ​ аслашшӗ-кукашшӗ, асламăш-кукамăш мӗнле йăхран пулнине аван пӗлнӗ, ваттисем çамрăксене хăйсем пӗлнине тӗплӗн каласа, вӗрентсе пынă. Халӗ сахал кам хăйӗн несӗлӗсем çинчен каласа параять. Виçӗ сыпăкран малалла пӗлекен те çук ытларах чухне. Мӗншӗн? Нивушлӗ çакă хакра мар халӗ? Хамăр йăха епле майпа упраса хăвармалла? Çак ыйтусем канăç паманнипе хамăрăн несӗл йывăçне тума пуçларăм та ӗнтӗ эпӗ. Каярах аслă мăнукăм та пулăшма пуçларӗ мана. Унăн 3-мӗш класра вӗреннӗ чухне йăх историйӗпе çыхăннă наукăпа практика ӗçӗ çырмаллаччӗ. Кăçал вăтам мăнук та çавăн пекех ӗç ăнăçлă çырчӗ. Çавăнпа та хамăн опытпа кама паллаштармалли, пулăшмалли пур манăн. Пирӗншӗн пуриншӗн те хамăрăн йăх-несӗлсен историйӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ.​

1800 çултан​

пуçласа пӗлетпӗр

Мӗнрен пуçланчӗ-ха несӗлсем пирки тӗпчеме пуçласси? 9-мӗш класра вӗреннӗ чух эпӗ хамăн йăхри çынсем пирки çырни Ю.Н.Евдокимова вӗрентекенӗн пуррине куртăм. Унта ​ кӗске сведенисем çеçчӗ. Тӗплӗнрех пӗлес шухăш мана çавăнтанпа пӗрре те канăç паман темелле. Тивӗçлӗ канăва тухсан пушă вăхăт ытларах пулма пуçларӗ, вара эпӗ тимлесех материал пухма тытăнтăм. ​

Çак утăма тума мана хамăр несӗл йывăçне пухакан Евгений Александров та хавхалантарчӗ. Вăл виççӗмӗш сыпăкри кӗçӗн йăмăк патне Михедюков хушаматпа çыхăннă даннăйсене уçăмлатас тесе çыру çырнă, çав çырăва мана ярса пачӗç. Çавăнтанпа эпир Евгенийпе пӗрле тăрăшатпăр.​

Пирӗн йăх 1800 çултан Александровсен династийӗнчен пуçланнă. Унăн 3 ывăл пулнă: Михеле (1825 çулхи), Михевер (1828), Михедюк (1832). Евгений Александров хăйӗн çырăвӗнче унăн тăванӗсем XX ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсемччен Якаелӗнче пурăннă тесе çырнă. Мăн аслашшӗне Павел Алексеевич Александрова (1878 çулхи) коллективизаци вăхăтӗнче çемйипех Çӗпӗре ăсатнă. Çавăнпа та унăн тăванӗсенчен нумайăшӗ халӗ Çӗпӗрте пурăнать.​

1980 çулсен пуçламăшӗнче Евгенин иккӗмӗш сыпăкри тăванӗ пирӗн тăрăха килсе кайнă – тăванӗсемпе тӗл пулса Александровсен несӗл йывăçӗ валли материал пухнă (хамăн учительницăн аллинче шăпах çав несӗл йывăçне курнăччӗ эпӗ). Унта йăхăн 200 çулхи историйӗ кӗнӗ. 900 ытла ятчӗ унта, халӗ вара 1550-ран та иртнӗ. Вӗсен хушамачӗ Михевертан пуçланнă, тăхăмӗсем халӗ Якаелӗнче, Якуркелӗнче тата Лачакара пурăнаççӗ. Тен, çак статьяна вуласан Александровсен тăхăмӗсем тата та тупăнӗç?

Михедюк Александровăн ывăлӗ вара ашшӗне хисеплесе унăн хушаматне илнӗ те Федот Михедюков пулса тăнă. Хальхи вăхăтра Михедюкăн тăхăмӗсем 386 çын шутланаççӗ (арçынсене шута илсе йӗркеленӗ).​

Кашни çул тӗл​ пулма сӗнчӗç

Материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн тенӗ пек пухма тиврӗ: ял-ял тăрăх та çӳрерӗм, тăвансенчен ыйтса пӗлтӗм, сыхланса юлнă сăнӳкерчӗксене пухрăм, социаллă сетьсенче те ларма тиврӗ, ТР Наци архивне те çитмелле пулчӗ. Нумай пулмасть Петр Федорович Михедюкова, унăн несӗлӗсене тупрăм. Вăл «Новый путь» колхозăн пӗрремӗш бухгалтерӗ пулнă, фронтра пуç хунă. Унăн мăнукӗсем халӗ Хабаровск, Ленск хулисенче пурăнаççӗ. Халиччен вӗсем хăйсен тăванӗсем Якаелӗнче пулнине пӗлмен те иккен.​

Тӗлпулу çав тери кăмăллă иртрӗ. «Çак тӗлпулусенче чӗртнӗ çулăм пирӗн йăхра нихăçан та ан сӳнтӗрччӗ. Хамăр тăвансемпе эпир мухтанатпăр, аслисем пуçланă ӗçе малалла тăсăпăр», – терӗ аслă мăнукăм Карина Питубаева. Вăтам мăнук Катя та унран юлмарӗ: «Эпир пулас ачасене те хамăр йăх пирки каласа парăпăр, Александровсемпе Михедюковсен несӗл йывăççине тата та тарăнрах тӗпчӗпӗр. Çакă пире те, пирӗн хыççăн çуралакансене те питӗ кирлӗ», – терӗ.​

Çиччӗмӗш сыпăкри çамрăксем пӗр-пӗрне ăнăçу сунса, вăрттăн ӗмӗт шухăшласа тӗрлӗ тӗслӗ хăмпăсем тӳпенелле вӗçтерчӗç. Унтан кашни çемье уйрăмшарăн, вара пурте пӗрле асăнмалăх сăн ӳкерӗнтӗмӗр. Пирӗн уяв-тӗлпулу ирчченех тăсăлчӗ. Тăраниччен калаçрăмăр, юрларăмăр-ташларăмăр, сӗтел хушшинче хăналантăмăр. Хăнасем тӗлпулу ирттерекен вырăнта сад ӗрчетме сӗнчӗç, тӗлпулусене вара кашни çулах йӗркелесен аванччӗ терӗç.​

 

Валентина ПИТУБАЕВА.​

Нурлат районӗ,​

Якаел.​

Автор сăнӳкерчӗкӗ.​

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев