Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пилӗк юрăшăн пилӗк пин

Полина Борисовăна декабрӗн 31-мӗшӗнче хăвăрăн уявăрта курассăр килет-тӗк, 14 пин хатӗрлесе хумалла пулать

Шупашкарти «Про город» кăларăм çырса пӗлетнӗ тăрăх, чăваш эстрада артисчӗсен Çӗнӗ çулхи прейскуранчӗ пур. 
Денис Антипов Çӗнӗ çулхи корпоративра 10 пинпе 5 юрă юрласа пама хатӗр-мӗн. Алексей Московский та 5 юрăшăн 10 пин тенкӗ ыйтать тенӗ «Про городра», анчах та декабрӗн 31-мӗшӗнче вăл çынсем патӗнче юрлмама килӗшмест, 30-мӗшӗнче – тархасшăн!
Полина Борисовăна декабрӗн 31-мӗшӗнче хăвăрăн уявăрта курассăр килет-тӗк, 14 пин хатӗрлесе хумалла пулать. Ахаль кун Борисова (Чутах Борисовна тесе яраттăмччӗ -) ) 7 пинпе те савăнтарма пултарать кӗрекери хăнасене. Диана ятлă юрăç декабрӗн 25, 26, 27-мӗшӗсенче корпоративра юрлама хатӗр, 31-мӗшӗнче вăл та пултарулăхӗшӗн 10 пин тенкӗ ыйтать. Петр Ермолаев 3 сехетлӗх çемье уявӗшӗнче таматаланнăшăн 20 пин тенкӗ (çак хака диджейпа аппаратурă та кӗреççӗ) ыйтать. Çӗнӗ çул каçӗ вăл юрлама кăна хатӗр, вунă пинпе. Анчах ăна йышăнса пӗтернӗ тет ӗнтӗ.  

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев