Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Эпир чӑваш пулнишӗн вӑтанма пӑрахрӑмӑр"

Паянхи кун пысӑк вырӑнсенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан чӑвашсем тӗслӗхре тӑнипе пулса иртет пуль ҫакӑ. 

Ульяновск облаҫӗн тӗп хулинчи хӑш-пӗр чиновниксем ӗҫе те чӑваш кӗпи тӑхӑнса ҫӳреме пуҫланинчен тытӑнар пулӗ хамӑрӑн ӗҫтешсен уявӗнче тунӑ репортажа. Акӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать регионра тӗрӗс йӗркеленӗ наци политики. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче эпир шӑпах ҫакна асӑрхатпӑр мар-и?

Каллех кӳршӗсем иртсе кайрӗҫ. Тутарстанри чӑвашсем кун патне ҫитмен-ха. Ырӑлла ӑмсанса ҫыратпӑр ҫакна, паллах. 

–Ҫак вуншар ҫул хушшинче нумай ӗҫ тунӑ. Чи пӗлтерӗшли – эпир чӑваш пулнишӗн вӑтанма пӑрахрӑмӑр, – терӗ "Еткер" телекӑларӑм тата "Канаш" хаҫатӑн 30 ҫулхи ӗҫне хакласа Чӗмпӗрти паллӑ усламҫӑ Владимир Фёдоров. – 30 ҫул каялла пирӗн вырӑс пулас килетчӗ, халӗ чӑваш пуласси модӑра. 

Ак пӑхӑр-ха, эпир пур ҫӗрте те малти позицисенче: хула думин ертӳлӗхӗнче, облаҫ думинче, общество ӗҫӗнче тата ытти те. Чӑвашсене регион пуҫлӑхӗ хисеплет. Паллӑ строительсем, усламҫӑсем хӑйсем чӑваш пулнине палӑртма пуҫларӗҫ, чӑваш ресторанӗ ӗҫлет Чӗмпӗрте... Ҫакӑ мар-и-ха ҫитӗнӳ? 

Паянхи кун пысӑк вырӑнсенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан чӑвашсем тӗслӗхре тӑнипе пулса иртет пуль ку. 

Ҫынсем ҫакна асӑрхаҫҫӗ. 1000 ытла хӑна килнӗччӗ Чӗмпӗрти "Губернаторский" Культура керменне чӑваш редакцийӗсене халалланӑ уяв концертне курма. 

30 ҫул хушшинче Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсем нумай ӗҫ турӗҫ. Паянхи кун "Канашпа" "Еткере" Мустаевсен хушамачӗ ҫыхӑнтарса тӑрать пулсан та вӗсен никӗсӗсенче нумай-нумай сумлӑ ят тӑрать. Хӑшӗсем паянхи кун пирӗнпе юнашар ҫук та ӗнтӗ. Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать. 

Ӗҫтешсене саламлама регионсенчен  "Сувар", "Урал сасси", "Хыпар" хаҫатсен редакторӗсем килнӗччӗ, Ульяновск облаҫӗн районӗсенчи чӑваш культура центрӗсен ертӳҫисем, администрацисенче ӗҫлекенсем, тӗн ӗҫченӗсем тата ыттисем. Шупашкарти "Асамат" эстрада ушкӑнӗ залра нумайӑшне ташлаттарчӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев