Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пире ҫӳлте илтеҫҫӗ-ши?

Тӳрӗ эфира янă ыйтусенчен ытларахăшӗ эмел тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă.

   Раççей Президенчӗпе иртнӗ черетлӗ тӳрӗ эфира Тутарстан гражданӗсенчен пурӗ 20 пин те 25 ыйту килнӗ. Волонтерсем çак шутран сывлăх сыхлавӗпе çыхăннă 300 ыйтăва уйăрса хунă. Ыйтусем ытларах пысăк хуласенчен – Хусантан, Çырчаллипе Анат Камăран пулнă. Вӗсем тӗрлӗрен: критика, тав туни, сывлăх сыхлав системин ӗçне лайăхлатмалли сӗнӳсем, тухтăр патне çырăнассипе, кадр ыйтăвӗпе çыхăннă йывăрлăхсем, пурнăçшăн чи кирлӗ эмелсене вăхăтра кӳменни. ​

Раççей Президенчӗпе Владимир Путинпа иртекен тӳрӗ эфира янă ыйтусем нумай чухне космоса вӗçнӗ пекех туйăнатчӗç. Çӗршыв ертӳçи миллионшар ыйтуран пурне те тӳрӗ эфирта хуравлаймасть вӗт, ытти вара ăçта каять? РФ Президенчӗ пӗлтӗр çулталăк вӗçӗнче тӳрӗ эфир ыйтăвӗсене Пӗтӗм халăх фронтне тимлӗхе илме хушнă хыççăн лару-тăру ку енӗпе улшăнасса шанатпăр. Фронт проекта хатӗрлерӗ те ӗнтӗ, ăна пӗлтӗрхи декабрӗн 5-мӗшӗнче Сочире иртнӗ Доброволецсен халăхсен хушшинчи форумӗнче хăтларӗ. «Тӳрӗ эфир. Малалли» ят пачӗç ăна.
Проектпа килӗшӳллӗн, халăхран килнӗ ыйтусене пурне те темăсем çине уйăрса Раççейӗн кашни регионӗнчи волонтерсен штабне ярса параççӗ. Сăмах май, штаб коммерцилле мар организацисенчен, волонтерсенчен, власть органӗсенчен тăрать. Сывлăх сыхлавӗпе çыхăннă ыйтусене Пӗтӗм халăх фрончӗн регионти уйрăмӗ февралӗн 7-мӗшӗнче ТР Сывлăх сыхлав министерствинче иртнӗ ларура сӳтсе яврӗ.​ Ларăва ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Фарида Яркаева, ТР Сывлăх сыхлав министерстви çумӗнчи Обществăлла канашăн председателӗ Чингис Махмутов, ТР Çын прависен енӗпе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская тата ыттисем хутшăнчӗç.
Спикерсен шучӗпе, халăхпа çакăн пек çыхăну пурри лайăх та, мӗншӗн тесен чи проблемăллă, системăллă ыйтусене палăртса республика, Раççей Правительствисене çитерме пулăшать. Фронтăн регионти уйрăмӗ кадрсен ыйтăвне татса памалли çул-йӗре, тӗслӗхрен, пепкисене ача садне черетсӗр вырнаçтарма, çӗнӗ çуртсенче кăна мар, кивӗреххисенче те хваттер туянма социаллă ипотека илме ирӗк парассинче курать. Паянхи кун республикăра 150-200 тухтăр декрет отпускӗнче ларать-мӗн, вӗсенчен нумайăшӗ пепкине 3 тултариччен ача садне вырнаçтарайманнипе ӗçе тухаймасть. Çурт-йӗр ыйтăвӗнче те пулăшмалла вӗсене. Калăпăр, Хусанта социаллă хваттерсене хула хӗрринчи «Салават купере» çурт-йӗр комплексӗнче кăна пани тӗрӗс мар. Мӗн тесен те, тухтăр​ хулан пӗр хӗрринче пурăнса тепӗр хӗррине ӗçе çӳренине йӗркеллӗ пулăм теме çук.
Иртнӗ çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, республикăри медицина учрежденийӗсене граждансем пӗтӗмпе 20 миллион хут пулăшу ыйтса килнӗ. Эппин, медперсонал çине мӗнле йывăрлăх тиеннинчен тӗлӗнмелле мар пуль. Çапах та ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанри сывлăх сыхлав системине япăхах теме çук. 5 балл шкалаллă хаклавра Тутарстана 4,8 балл лартнă. Çакна пурнăç вăрăмăшӗ тăсăлнипе, ача вилеслӗх чакнипе, юлашки икӗ çулта онкологи чирӗсенчен вилекенсен шучӗ чакнипе Атăлçи тăрăхӗнче малта пыни те çирӗплетет. Çапах та ларури спикерсен шучӗпе, республикăн сывлăх сыхлав системине лайăхлатассинче ӗçлемелӗх пур-ха.
Республика Правительстви нумай пулăшу панине те асăнмалла. Поликлиникăсемпе район больницисене тӗпрен юсаса çӗнетрӗç, ялсенче çӗнӗ ФАП çурчӗсене лартрӗç. Ку ӗç малалла тăсăлать, черетре – стационарсем. Вӗсене юсаса çӗнетме 17 миллиард тенкӗ уйăрнă. ​
Асăнтăмăр ӗнтӗ, РФ Президенчӗпе тӳрӗ эфира янă ыйтусенчен ытларахăшӗ эмел тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă. Ку енӗпе йывăрлăхсем пӗр Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех. Социаллă услугăсемпе усă куракан категорири граждансем тӳлевсӗр эмел тивӗçтерӗвӗ вырăнне укçа илмен пулсан кун чухлӗ йывăрлăх пулмалла та мар, мӗншӗн тесен вӗсене пурне те эмел çитмелӗх укçа уйăраççӗ вӗт. Тӗрӗссипе вара, çынсем тӳлевсӗр эмел илменнипе укçа тӗллевлӗн тăкакланмасть, урăхла каласан медицина отраслӗнче юлмасть. Ку çухату отрасль аталанăвӗшӗн пысăк чăрмав. Медицина пулăшăвне кӗтекенсен шучӗ вара çулсерен ӳсет кăна. Пурнăçа кӗскетекен чи йывăр чирсен списокне юлашки çулсенче 5 чир кӗнӗ пулсан, кăçал тата 2 хушăнмалла. Вăрттăнлăх мар, вӗсене кирлӗ эмелсем, ятарлă апат çав тери хаклă. Ăна республика федераци пулăшăвӗсӗр хăй кăна татса параймасть. Тӗслӗхрен, шăмăпа мышца системин чирӗпе аптракансем валли спинраза эмелӗн пӗр флаконӗ кăна​ 8 миллион тенке яхăн тăрать. Пӗр пациента вара çулталăкне 6 флакон кирлӗ, ку вара 50 миллион тенке яхăн.
Тӳрӗ эфирта В.Путинран онкологипе чирлекенсем валли аптекăсенче мӗншӗн эмелсем сутманнине те ыйтнă. Хуравӗ кунта ансат – онкологи пурнăçа кӗскетекен йывăр чирсен шутӗнче. Кун пеккисен эмелӗсем аптека ассортиментне кӗме пултараймаççӗ, мӗншӗн тесен адреслă кăна параççӗ, çавăнпа аптекăсенче сутăнмаççӗ те.
Пӗтӗмлетсе каласан, республикăн сывлăх сыхлавӗпе кăмăлсăррисен шучӗ çулсерен чакать. Çакă халăх ыйтусене ТР Сывлăх сыхлав министерствине, Патшалăх услугисен порталне тӳрремӗнех ярса вăхăтра татса панипе çыхăннă. Эппин, пире çӳлте илтмеççӗ тени пур чухне​ те тӗрӗсе килмест.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев