Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРЕ ПАЧĂШКĂ КИРЛӖ

Пăва районӗнчи Элшел чиркӗвӗн пачăшки Чăваш Енри Патăрьел районӗнчен килнӗ Александр аттеччӗ.  Нумай турӗ вăл пирӗн чиркӳшӗн: газ кӗртрӗ, урайне улăштарчӗ, пăлтăрне пысăклатрӗ тата ытти те. 

Пирӗн чиркӳре Александр атте пек пачăшкă урăх пуласси курăнмасть-тӗр. Вăл кайнăранпа çулталăк та çитрӗ, ун вырăнне пачăшкă халӗ те çук.  Пысăк праçниксенче Пăва, Альших, Рункă пачăшкисем килсе кӗлӗ тăваççӗ. Эпир кунпа кăна çырлахасшăн мар, Элшел ялӗ ӗлӗкрен Тăхăрьяла пӗрлештернӗ, çавăнпа чиркӳ Çветтуй Турă Амăшӗн Пукравӗ ячӗпе çӳрет. 

Тӗн семинарйӗ пӗтернӗ пӗр чăваш пачăшки кирлӗ пире. Ăна хамăр чиркӗве ӗçлеме килме «Сувар» хаçат урлă чӗнетпӗр.  Хусан тата Тутарстан митрополитне Кирила та пире пачăшкă яма йăлăнатпăр. Тархасшăн, пирӗн пата пачăшкă ярсамăр!

Эпӗ хам тата чиркӗве çӳрекенсен ятӗнчен малтанхи пачăшка Александр аттене «Сувар» хаçат урлă салам янă май çирӗп сывлăх, телей сунатăп.

 

 Лидия ВАСИЯРОВА,

Элшел чиркӗвне çӳрекен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев