Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРӖН АННЕСЕМ ПАТНЕ КӖРСЕ ТУХĂР…

Афган, Чечня вăрçисенче пуç хунă салтаксен амăшӗсене пулăшу параççӗ

Интернационалист-салтаксен Çӗпрел районӗнчи канашӗн (ертӳçи Виктор Петухов) пайташӗсем, хӗрӳ точкăсенчи вăрçăсене хутшăннă ветерансем Ваттисен декадине халалласа Афган, Чечня вăрçисенчен таврăнман салтаксен амăшӗсене пулăшу парассипе «Пирӗн аннесем патне шаккăр» («Постучитесь к нашим матерям») ыркăмăллăх акцине йӗркеленӗ.

 Районти ырăлăх эрни çакăн пек ырă ӗçрен тытăннине хыпарлать район сайчӗ. Интернационалист-салтаксем акцие район центрӗнчи Анне палăк умне чечек хурса пуçланă. Митинга район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов хутшăнса интернационалист-салтаксене, уйрăмах канашăн ертӳçине Виктор Петухова, район администраци пуçлăхӗн Марат Гафаровăн тата хăй ятӗнчен тав тунă. «Аннесене панă çак пулăшу –  Афган, Чечня вăрçисенче пуç хунă мӗнпур салтака асăнни», – тесе хакланă вăл пуçарăва.
Ун хыççăн Афган вăрçин ветеранӗ, районти Интернационалист-салтаксен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов акци пуçланнине пӗлтернӗ, ку акцие  Чечня,  Афган вăрçисенчен таврăнманнисен амăшӗсене, тăлăх арăмӗсене пулăшу пама пуçарнине, унта районти мӗнпур предпринимателе, предприяти-организаци ертӳçисене хутшăнма чӗнсе каланă.
Акци вăхăтӗнче вӗсем çак аннесемпе тăлăх арăмсене тырă парса пулăшаççӗ. Хуçалăхсенчен чи малтан акцие Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи хресченпе фермер хуçалăхӗн ертӳçи Ильмир Махмутов хутшăннă. Хастарсем Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи «Хӗрлӗ Çăлтăр» ордена икӗ хутчен тивӗçнӗ Рифкат Ихсанов,  «Хӗрлӗ Ялав» ордена тивӗçнӗ Ильдус Хайбуллов çемйисене пулăшнă та ӗнтӗ. Акци районти кашни ялтах пулӗ. Интернационалист-салтаксен амăшӗсене хуть кам та пулăшма пултарать.
Митингра çаплах Чечняра пуç хунă Александр Шуркинăн амăшӗ Елена Шуркина та сăмах илсе çакăн пек акци ирттерсе хăйсене чыс тунăшăн Афган, Чечня вăрçисенче пуç хунă ачасен амăшӗсен ятӗнчен Виктор Петухова, ытти ветерансене тата акцие хутшăнакан мӗнпур çынна тав тунă.

Ирина НИКОЛАЕВА.
Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев