Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн автоинспекторсем взятка илмеҫҫӗ

Арҫын инспектора 11 пин тенкӗ сӗннӗ. Водителе арестленӗ те судра сӗтев сӗннӗшӗн икӗ ҫула условно срок панӑ

 

Ҫулталӑк пуҫланнӑрӑнпа Тутарстанра ГИБДД инспекторӗсене 38 хут сӗтев пама хӑтланнӑ.
Октябрь уйӑхӗнче Балтаси районӗнчи  автоинспекторсем "Субару" ҫӑмӑл машшинана чарнӑ. Руль умӗнче ларса пыракан арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл полицейские 50 пин тенкӗ сӗннӗ. Йӗрке хуралҫи взятка илме килӗшмен, йӗркене пӑсакана тытса чарнӑ. Ҫак фактпа уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.
Июнь вӗҫӗнче Хусанта полицейскисене "Газельӗн" водителӗ ӳсӗрле ҫакланнӑ. Арҫын инспектора 11 пин тенкӗ сӗннӗ. Водителе арестленӗ те судра сӗтев сӗннӗшӗн икӗ ҫула условно срок панӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗнче аса илтереҫҫӗ, должноҫри ҫынна посредник урлӑ е водитель хӑй сӗтев сӗнни – йӗркене пӑсакансене икӗ ҫул таранччен ирӗкрен хӑтарма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев